05 июня 2013 г.
Элĕк салинче иртнĕ регионсем хушшинчи чăваш эстрада юррисен «Виръял шевлисем»
фестивалĕ кăçал та çамрăк юрăçсене пуçтарчĕ.
Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи сцена çине 31 юрăç тухрĕ. Фестивале
Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Куславкка, Комсомольски, Муркаш,
Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Етĕрне, Шупашкар районĕсенчи çамрăк талантсем хутшăнчĕç. Пушкăрт
республикинчен, Ульяновск облаçĕнчен тата Красноярск хулинчен килнĕ юрăçсем те
хăйсен пултарулăхне туллин уçса пачĕç.
Фестивале хутшăнакансене тата курма пынисене район администрацийĕн пуçлăхĕ
А.Куликов, ЧР Культура министрĕн çумĕ Т.Казакова, ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ
Н.Якимов, Чăваш Наци конгресĕн президенчĕн çумĕ В.Клементьев ăшшăн саламларĕç,
ăнăçу сунчĕç.
Сцена çине тухакансем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Кашниех куракана хăйĕн
илемлĕ сассипе тыткăнлама тăрăшрĕ. Жюри членĕсем вĕсене тĕрлĕ номинаципе
хакларĕç. Кăçал Гран-прие Шупашкар районĕнчен килнĕ Кристина Николаева тивĕçрĕ.
«Чи лайăх вокалист» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ диплома Элĕк районĕнчи Ольга
Осипова çĕнсе илчĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Лариса Кандейкина çак номинацире
иккĕмĕш степеньлĕ, Муркаш районĕнчи Николай Ключникова виççĕмĕш степеньлĕ
диплома пачĕç. «Чи лайăх хĕрарăмсен ансамблĕ» номинацире Ульяновск облаçĕнчи
Софья Афанасьевăпа Анастасия Конюхова палăрчĕç. «Чи лайăх вокалпа инструментсен
ансамблĕ» номинацире Элĕк районĕнчи Вероника Димитриевăпа Юрий Тихонов
çĕнтерчĕç. Куракансене килĕшнĕ юрăçсем хушшинче пирĕн районта Людмила
Капитоновăпа Людмила Засыпкина пулчĕç.
Фестиваль чăваш эстрада артисчĕсем Алина Федорова, Валентина Кузнецова,
Александр Самсонов, Денис Пугач, Валерий Клементьев юрланипе вĕçленчĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.