АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене пурнăçа кĕртесшĕн

06 июня 2013 г.

Кăçал Элĕкре муниципалитет программине тĕпе хурса нумай хваттерлĕ çуртсем
патне пыракан çулсене, унти лаптăксене çĕнетме, вырăнăн-вырăнăн капиталлă юсав
ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Парк урамĕнчи 5 «а», 7 «а» çуртсем çывăхĕнчи
çулсене сарĕç. Çавăн пекех Советски урамĕнчи хăш-пĕр çуртсем патĕнчи çулсене те
юсĕç. Пĕтĕмĕшле ĕçе 1540 тăваткал метр çинче пурнăçламалла. Муниципаллă
контрактпа килĕшÿллĕн çул-йĕре сарса çĕнетессине Элĕкри çул-йĕр строительствин
организацийĕ пурнăçлать. Шупашкарти «Алмар» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем
çулсем айккинчи барьерсене вырнаçтарассипе тимлĕç. Çĕртме уйăхĕн пуçламăш
кунĕсенчех асăннă ĕçсене пуçăнма палăртнă. 2013 çулта çавăн пекех Элĕк салинчи
Чапаев урамĕнчи çула юсамалла. «Ял тăрăхĕсенчи çул-йĕре юсасси» ятарлă
программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче Мăн Шĕвĕш – Мартынкасси-
Шур-Пайраш муниципалитет пĕлтерĕшлĕ автоçула тикĕслĕç. Çак ĕçе 1300 метр çинче
тумалла.

Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен Питĕшкассинчи вăтам шкулта строительство ĕçĕсем
пуçланчĕç. Проектпа килĕшÿллĕн асăннă вĕренÿ учрежденийĕнче чÿрече рамисене
улăштармалла, пластик кантăксем вырнаçтармалла. Çавăн пекех спортзала тĕпренех
çĕнетмелле. Асăннă ĕçсене пурнăçлама республикăпа район бюджетĕнчен те укçа
уйăрнă.

Çурла уйăхĕн вун пилĕкмĕшĕччен Питĕшкассинчи культурăпа кану центрĕн çурчĕн
тăррине тĕпрен улăштармалла, зала çĕнĕ сăн кĕртмелле. Тенири, Карачурари тулли
мар вăтам шкулсенче те строительство ĕçĕсем иртмелле. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ
пуçланиччен асăннă учрежденисенче чÿречесене пĕтĕмĕшле улăштармалла.

«Авариллĕ лару-тăрура, кивĕ çуртсенче пурăнакан граждансене çĕннисене
куçарасси» программăпа килĕшÿллĕн 2013-2014 çулсенче 24 çемьери 80 çынна 849
тăваткал метр çĕнĕ çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Колхозная 12, Садовая 20, Восточная
2 урамсенчи çуртсенчи пурăнакансене хăтлă çурт-йĕр памалла. Кăçал Советская
урамĕнче çĕнĕ çурт çĕклеме палăртнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи чÿк уйăхĕн иккĕмĕшĕнчи «Ялта
пурăнакансене медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине çĕнетмелли хушма мерăсем»
çинчен калакан указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Хирлеппуçĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер
пункчĕ çĕкленмелле. 2014 çулта кунашкал объект Ямашра пулĕ. 2015-мĕшĕнче
Ярхуньушкăнĕнче хута кайĕ.

«Ялăн социаллă аталанăвĕ» программăпа урамсене шыв пăрăхĕсем хурас ĕçе
пуçăннине асăнмасăр иртме çук. Кăçал ăна пĕтĕмпе 2,7 километр пурнăçлама
палăртнă. Элĕк салинчи «Цветочнăй», «Çамрăксен» урамĕсенче çак ĕçсем пуçăннă.
Çавăн пекех Асаматри Пролетарски урамра та пăрахсем хума проект хатĕрленĕ.

Çÿлерех асăннă ĕçсене пурнăçлама тĕрлĕ бюджетран укçа-тенкĕ çителĕклех
уйăрнă.

Александр ТЕРЕНТЬЕВ,

район администрацийĕн строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн
пай

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика