06 июня 2013 г.
Çу кунĕсем – ачасем шкул çумĕнчи лагерьсенче канмалли вăхăт. Вĕсем шăпах
çакăнта хăйсен пушă вăхăтне усăллă ĕçре ирттереççĕ. Июнĕн 1-25-мĕшĕсенче 10 шкул
бази çинче сывлăх лагерĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче 500 ача хăйсен сывлăхĕсене
çирĕплетĕç.
Сиплев тапхăрне йĕркелеме вырăнти бюджетран 725 пин тенкĕ уйăрнă. Район
администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану тата спорт пайĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн
сывлăх лагерĕсене йышăнасси майăн 20-22- мĕшĕсенче иртнĕ.
Вĕренекенсем паян лагерьсенче хушма пĕлÿ илме, сывлăха çирĕплетме тата канма
пултараççĕ. Лагерьсен педагогика коллективĕсем ĕçе ачасене аталантарассипе
йĕркелеççĕ.
Л.КУЗНЕЦОВА.