АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каникулти кану усăллă

19 июня 2013 г.

Сакăр сехет çеç иртнĕ. Мăн Вылăри шкул территорийĕнчен чуна хăпартлантаракан,
ыйхăран вăратакан кĕвĕ-çемĕ илтĕнет. Вĕренÿ учрежденийĕ умĕнчи лапамра ачасем
ирхи зарядка тăваççĕ.

Тĕрлĕ çулсенчи вĕренекенсем, сывлăх лагерĕнче сипленекенсем ташă çеммипе куна
пуçлаççĕ. Любовь Аркадьевна «Хĕвел» лагерь ертÿçи палăрнă тăрăх сакăр сехет
тĕлне пуçтарăнаççĕ ачасем. 21 кун хушшинче 40 шкул ачи вăхăта усăллă ирттерет.

– Лагерьте сывлăхĕсене çирĕплетекенсем – кĕçĕн классенче тата пиллĕкмĕшĕнче
пĕлÿ илекенсем. Вĕсенчен нумайăшĕ – йышлă çемьере пурăнакансем. Çурма тăлăхсемпе
пĕчĕк тупăшлисем те пур, – каласа парать Л.Шашкина.

Ачасен канăвĕпе вăййисене воспитательсемпе вожатăйсем йĕркелесе пыраççĕ.
Вĕренекенсем виçĕ отряда пайланнă.

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш классенче пĕлÿ илнисем «Улыбка» ятпа пĕр отряд йĕркеленĕ.
Вĕсене Феонида Ильинапа Альбина Парамонова педагогсем тĕрлĕ вăйă-конкурссене
явăçтараççĕ. 3-4-мĕшĕнче вĕренекенсемшĕн Людмила Викторовапа Елена Федорова
яваплă. «Фиксики» ушкăн ачисем те хăйсен ăс-хакăлне викторинăсем ирттерсе
çивĕчлетеççĕ.

Пиллĕкмĕшсемпе улттăмĕшсен пĕрлехи отрячĕ «ОБА-НА» ятлă. Вĕсен çумне Ольга
Афанасьева тата Людмила Маркова учительсене çирĕплетнĕ.

– Тĕрлĕ ыйтусемпе социаллă педагог – Валентина Ивановна Яковлева ачасемпе
калаçусем ирттерет. Кунсăр пуçне лагерь ĕçне хамăрăн физкультура учительне
Алексей Шашкина та явăçтаратпăр. Тĕрлĕ вăйăсенче, эстафетăсенче ăмăртаççĕ, –
паллаштарать ĕç-хĕлпе лагерь начальникĕ.

Акă иртнĕ кунсенче çеç мăнвылăсем А.С.Пушкинăн юмахĕсем тăрăх викторина
йĕркеленĕ, тĕрлĕ кăсăклă ыйтусем çине хуравланă. Пурлăх шырассипе йĕркеленĕ
конкурса тăван тавралăха сыхламалли çулталăка халалласа ирттернĕ. Чи малтанах
сывлăх лагерĕнче канакансем шкул умĕнчи чечек клумбисене çумран тасатнă,
шăварнă. Кашни отряд хăйĕн театрализациленĕ номерне хатĕрленĕ. Чĕрчунсен ташшине
ташласа кăтартнă. Хăш ушкăн çут çанталăк çинчен юрăсем ытларах пĕлнипе те
ăмăртнă. Хыççăн «пурлăх» шыранă. Лагере çÿрекенсен кун йĕркинче вăхăт мĕнле
иртнине «Улыбка», «Фиксики», «ОБА-НА» отрядсен хаçачĕсем те палăртаççĕ. Хăйсен
аллипе ÿкерсе, çырса кăлараççĕ вĕсене.

– Ачасен канăвĕ вĕçлениччен экскурсине тухса кĕме палăртнă. Музея çитсе
килесшĕн, – тĕллевсемпе паллаштарать ертÿçĕ.

Тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче çивĕчлĕхне туптакансене, конкурссенче
ăс-хакăлне пуянлатакансене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Марина
Михайловапа Раиса Исаева поварсем ку енĕпе тимлеççĕ. Вĕсен ĕçĕпе ачасем те
кăмăллă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика