АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастарлăх хĕлхемне хĕмлентереççĕ

28 июня 2013 г.

Çамрăксене гражданла тата патриотла воспитани парассипе патшалăх влаçĕн,
вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем тата организацисем сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.

Ку енĕпе районти муниципалитет органĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне лайăхлатсах
пыраççĕ. Вĕсем патриотла воспитани паракан мĕнпур субъектсен ĕçне координацилесе
тăраççĕ. Çакăнта районти общество организацийĕсем те хастар хутшăнаççĕ.
Райадминистрацин вĕренÿ пайĕ кашни çулах патриотла воспитани ыйтăвĕсемпе
семинарсем, семинар-практикумсем, конференцисем ирттерет, çавăн пекех
республикăри мероприятисене те хутшăнать.

Пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсенче патриотла воспитание шкул директорĕсен
воспитани енĕпе ĕçлекенсен çумĕсем, ял тăрăхĕсенче кунти специалистсем
пурнăçласа пыраççĕ. Çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе район
администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт пайĕ
кăтартса-йĕрлесе тăрать.

Ял çамрăкĕсен гражданла тата патриотла туйăмĕсене çирĕплетесси çак майсемпе
пулса пырать: ку ыйтусемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттернипе, çав шутра тăван
çĕр-шыв историйĕпе культурин юбилейĕсене халалланисем те; çамрăксем хушшинче
тăван ен историне пропагандăланипе; мухтавлă ентешсем çинчен çырса-пĕлтерсех
тăнипе; яш-кĕрĕме Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче хĕсметре тăма
хатĕрленипе; гражданла тата патриотла воспитани ыйтăвĕсемпе вĕренÿ, методика,
илемлĕ литературăпа публицистика тата ытти пичет материалĕсем,
аудиовидеопродукци хатĕрлес ĕçе хутшăннипе.

Районта оборона тата спорт уйăхлăхĕсене ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕсене ял
тăрăхĕсенчи çамрăксем активлă хутшăнаççĕ. Ку мероприятисен шутне çаксем кĕреççĕ:
йĕлтĕрпе чупассипе районти ăмăртусем, волейбол турнирĕсем, патриотла юрăсен
фестивалĕсем, Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунне халалланă конкурссем тата ытти те.
Çавăн пекех ял тăрăхĕсем призывниксен кунĕсене йĕркелеççĕ. Вĕсем çулсерен 2
хутчен – ака тата юпа уйăхĕсенче иртеççĕ.

Çамрăксем çĕр-шывшăн пуçĕсене хунисене хисеплесе асра тытаççĕ, ветерансене
пулăшма тăрăшаççĕ. Çавна май районта «Çурхи ырăлăх эрни» акци ирттереççĕ. Унта
хутшăнса шкул ачисем, çамрăксем вăрçăпа ĕç ветеранĕсене хуçалăхри, килти ĕçсенче
пулăшаççĕ. Шкулсенче вăрçă ветеранĕсемпе тăлăха тăрса юлнă салтак арăмĕсене
хăйсен ирĕкĕпе пулăшакан волонтерсен ушкăнĕсене йĕркеленĕ.

Хĕрсемпе каччăсем ветерансен организацийĕсемпе пĕрле асăну вырăнĕсене,
палăксемпе обелисксене, салтаксен вил тăприсене пăхса-тирпейлесе тăрассипе пысăк
ĕçсем тăваççĕ. Шкулсемпе патриот клубĕсем кашни палăкпа обелиска шута илнĕ.

Районти ветерансем паян кун та стройра: «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисене,
яш-кĕрĕме салтака ăсатма, шкулсенче йĕркелекен гражданлăхпа патриотизм урокĕсене
хутшăнаççĕ, çамрăксене Аслă вăрçăра тÿссе ирттернĕ чăтăмлăхпа тĕрĕслĕх çинчен
каласа параççĕ.

Салтака кайма хатĕрленекен яшсем республикăра хăйсен ÿсĕмĕсенчисем хушшинче
йĕркелекен спартакиадăсене, спортпа сывлăх вăййисене, çарпа техника спорчĕн
спартакиадисене, пăшалтан тĕл перекенсен тупăшăвĕсене хутшăнаççĕ.

Л.ИВАНОВА,

район администрацийĕн çамрăксем енĕпе ĕçлекен специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика