АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс-хисепе тивĕçрĕç

03 июля 2013 г.

Çамрăклăх , пултарулăх тата позитив праçникĕ. Июнĕн 28-мĕшĕнче районта
Çамрăксен кунĕ пулчĕ. Мероприяти яланхиллех Элĕкри культурăпа кану центрĕнче
иртрĕ.

Уяв район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен
политики, культура тата спорт пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев саламланипе
пуçланчĕ. Вăл яшсемпе хĕрсене, харпăр хăй вăйне шанма, телейлĕ пулма ырă сунчĕ.

Уявра районти çамрăк ăрăвăн чи лайăх представителĕсене чысларĕç. Вырăнти
«Единая Россия» политика партийĕн ертÿçи Элеонора Дмитриева район
администрацийĕн ертсе пыракан специалист-экспертне Лилия Никифоровăна,
Питĕшкассинчи вăтам шкулти историпе обществознани вĕрентекенне Юрий Сергеева тав
хучĕсем панă.

Уяв концерчĕн программи пурне те килĕшнĕ. Елена Герасимова (Тени), Валентина
Петрова (Тавăт), Анна тата София Ивановăсем (Мăн Вылă), Полина Никандрова
(Ехремкасси), Марина Иосифова (Элĕк), Инна Павлова (Питĕшкасси), Сергей Ивановпа
Вероника Дмитриева (Элĕк) хăйсен юррисемпе уйрăмах тыткăнланă. Мария Ефимован
(Элĕк) шоу-балечĕ, Питĕшкассинчи информаципе культура центрĕн коллективĕн ташши
те пурне те хавхалану кÿнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика