АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă çамрăксене – стипенди

03 июля 2013 г.

Çамрăксен патшалăх политикине пурнăçа кĕртме хастар хутшăннăшăн кашни çулах
пултаруллă çамрăксене район администрацийĕн Пуçлăхĕн стипендине (1000 тенкĕ) 11
çын тивĕçнĕ. Вĕсем çаксем: Таисия Валерьевна Архипова – çамрăк педагогсен
ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнче акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Марина
Владимировна Федорова – çамрăк педагогсен ассоциацийĕн членĕ, Тавăт шкулĕнче
акăлчан чĕлхине вĕрентекен; Вера Владимировна Терентьева – çамрăк педагогсен
ассоциацийĕн членĕ, Элĕк шкулĕнчи социаллă педагог; Елена Алексеевна Миронова –
Элĕкри 2-мĕш номерлĕ «Хĕвел» ача-пăча садĕнчи воспитателе пулăшакан; Валентина
Ливерьевна Убасева – Ураскилт шкулĕнчи тренер; Максим Юрьевич Егоров –
Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Инна Юрьевна Никонорова –
районти тĕп больницăри çамрăксен канашĕн председателĕ; Илья Иванович Михайлов –
«Витязь» тулли мар яваплă общество доярĕ; Алена Геннадьевна Иванова – Мăн Вылă
ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Иван Васильевич Нестеров – Шĕмшеш ял
тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕн членĕ; Алексей Валерьевич Сергеев – ачасемпе
çамрăксен «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.

Район администрацийĕн Пуçлăхĕн пĕр вăхăтлăх стипендийĕн свидетельствине
çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти Çамрăксен уявĕнче панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика