15 декабря 2012 г.
Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕнче професси ăсталăхĕн республикăри финалĕ иртнĕ. Унти ăмăртусене Пенси фончĕн кашни хулапа районти 23 управленире ĕçлекенсем те хутшăннă. Конкурсантсене 3 задани сĕннĕ: визит карточки, пенси саккунĕсене пĕлессипе компьютерпа тестласси тата пенси тÿлессипе ĕç хăнăхăвĕсене тĕрĕслесси. Ку заданисене пурте ăнăçлă пурнăçланă та жюририсене çĕнтерÿçĕсене палăртма пĕртте çăмăл пулман.
Элĕкри управленире тăрăшакан Виктор Кротов конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă, «2012 çулхи чи лайăх специалист» ята çĕнсе илнĕ.
В.Кротов хăйĕн ĕçĕнче тăрăшулăхпа палăрать, мĕн палăртнине ялан тивĕçлипе пурнăçлать. Вăл коллективра ырă ята çĕнсе илнĕ.