АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб çĕнелчĕ

15 декабря 2012 г.

Республикăн тĕп хулине каякан аслă çул (ял çыннисем ăна «Мăн çул» теççĕ) хĕрринчи Тури Хурасан пысăках мар, пурĕ те 50 кил майлă кăна унта. Çапах та хăй вăхăтĕнче историри паллă пулăмсемпе асра юлнă вăл халăхра. Ку ялти «тури куккăр» урамĕпе «хурăнлă çул» иртнĕ иккен.

Паян та пурăнать, сывлать, ĕçлет Тури Хурасан. Юлашки çулсенче кăна ял хастарĕсем çине тăнипе хăйсемех урам хапхине юсаса çĕнетрĕç, тăкăрлăксене тирпейлесе тасатрĕç. Пĕтĕм ĕçсене пур çĕре те çитме ĕлкĕрекен Надежда Афанасьева ертсе пычĕ.

Анчахрах вара турихурасансемшĕн тепĕр савăнăç пулчĕ. Ял варринче пĕр виçĕ теçетке çул каяллах йывăçран пысăках мар çурт туса лартнăччĕ. «Бригада пÿрчĕ», – терĕç ăна. Ял çыннисем пĕрле пухăнса кулленхи ыйтусене сÿтсе яватчĕç унта, кино пăхатчĕç, хаçат-журнал, кĕнекесем вулатчĕç, концертсем те пулатчĕç. Пĕр хушă хупă тăчĕ вăл. Хальхинче те килĕшес темерĕ çакăнпа Надежда Дмитриевна, яш каччăсемпе вăтам çулхисене клуб çуртне юсаса çĕнетме явăçтарчĕ. Мĕнех тетĕр, шутлани, палăртни ахаль пулмарĕ – тăрăшсах ĕçлерĕç юсавçăсем. Халь, акă, клуба кĕме те кăмăллă: йăлтах таса, илемлĕ. Пĕтĕм ĕçсене ку хутĕнче те Надежда Афанасьева ертсе пынă, строительство материалĕсене туянма та, ĕçлекенсене хавхалантарма та хăйĕн укçи-тенкине шеллесе тăман.

Тулашран та, шалтан та хăтлă та илемлĕ клуба анчахрах савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Пĕчĕк Тури Хурасанта клуб ĕçлеме тытăнни халăхшăн чăннипех пысăк савăнăç пулчĕ.

Вениамин ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика