АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çивĕч ыйтусене тишкернĕ

15 июля 2013 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.М.Никитина район
администрацийĕн структура подразделенийĕн начальникĕсемпе тата республика,
федераци территори службисен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн
начальникĕ Эдуард Николаев пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче юсав ĕçĕсем
пыни çинчен каласа панă. Пĕтĕмĕшле пĕлĕве модернизацилемелли мерăсен комплексĕпе
килĕшÿллĕн Карачура шкулĕнче япăхнă чÿрече блокĕсене пластиклипе улăштарнă.
Тенире çуртăн тăррине юсассипе ĕçсем пыраççĕ. Питĕшкасси шкулĕнче спорт залне
çĕнетеççĕ.

Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Анатолий Прохоров выльăх апачĕ
хатĕрлессипе ĕçсем епле пыни çинчен пĕлтернĕ. Утă планпа палăртнинчен ытларах
янтăланă. Сенаж хывассипе «Новый путь», «Агрофирма «Рабия» хуçалăхсем лайăх
ĕçлеççĕ. Тырă вырма, кĕр тыррисене акма хатĕрленессипе ĕçсем пыраççĕ. Куçса
пыракан фондри вăрлăх 108 тонна шутланать.

Финанс пайĕн начальникĕ Надежда Павлова çур çулхи бюджета пурнăçлани çинчен
анализ тунă. Тупăш 114519,5 пин тенкĕ (çулталăкрин 44,6 проценчĕ) пырса кĕнĕ. Ял
тăрăхĕсен харпăр хăй тупăшĕ 3953,7 пин тенкĕ (39,9 процент).

Социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕн секторĕн ертÿçи Людмила Семенова
культура отраслĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика