АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ ферма – экономика тĕрекĕ

19 декабря 2012 г.

Çак кунсенче Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра çĕнĕ ĕне ферми хута кайрĕ. Çав ятпа ирттернĕ савăнăçлă митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов хутшăнчĕ.

Пухăннисем умĕнче Александр Николаевич хăйĕн савăнăçне пытармарĕ:

– Çĕнĕ ферма çĕклесе лартма вăй-хал çитернĕшĕн хуçалăх ертÿçине Светлана Порфирьевăна чĕререн тав тăватăп. Ырă тĕслĕх районта анлă сарăлтăр. Лайăх ĕçлетĕр, кăтартусене çултан-çул ÿстерсе пыратăр. Сире ÿлĕмрен те ăнăçусем сунатăп.

А.Куликов хуçалăх юлашки çулсенче йывăрлăхсене пăхмасăр ăнăçлă аталаннине, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кĕтĕве упраса хăварма вăй çитернине палăртрĕ.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăх çĕнĕ ферма тума кредит илмен, пĕтĕмпех хăйĕн укçи-тенкипе тунă. Строительство ĕçĕсене пурнăçлама вунă миллион тенкĕ кирлĕ пулнă. Çакна хуçалăх ертÿçи С.Порфирьева хăйĕн сăмахĕнче уçса пачĕ. Çĕнĕ комплексра 180 ĕне пулĕ. 2010 çулта çурт никĕсне янă. Строительсем тăрăшнипе икĕ çулта ферма çĕкленсе ларнă. Сĕте сивĕтмелли оборудовани те вырнаçтарнă. Халĕ кашни ĕнерен 8,3 килограмм сĕт суса илеççĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕр килограмм ÿснĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кăçалхи 11 уйăхра аш-какай 28,0 тонна (2011 çулхинчен 8,0 процент нумайрах) туса илнĕ, сĕт 305,4 тонна (пĕлтĕрхинчен 8,8 процент ытларах) сунă. Фермăна Вăрманкасран куçарса килнĕ.

Пухăннисем фермăна кĕрсе курчĕç, кунти ĕç-хĕлпе паллашрĕç.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика