АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемĕ – çĕнетнĕ лавкка

29 июля 2013 г.

Райпо тытăмне кĕрекен паянхи ял лавкки çирĕм-вăтăр çул каяллахи мар ĕнтĕ.
Суту-илÿ çурчĕсене çĕнетсе улăштарасси, паха оборудовани вырнаçтарасси, тавар
ассортиментне пуянлатасси тĕп тĕллев пулса тăнă райпо ертÿçисемшĕн. Кĕçнерни кун
70 киллĕ Илленушкăньре çĕнетнĕ лавккана уçни те çавнах çирĕплетет. Çав кун ку ял
çыннисемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулчĕ. Халăх йышлă пуçтарăннă. Кĕçĕн Тăванти
культура çурчĕ çумĕнчи «Тăванлăх» ушкăн та килсе çитнĕ.

Райпо ертÿçи Юрий Харитонов юлашки вăхăтра тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ,
çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курнине, халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтернине каларĕ, ял
çыннисене çĕнетнĕ лавккана кунсерен килсе çÿреме сĕнчĕ.

Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев, ĕç ветеранĕ Прохор Козлов Элĕк
райповĕ курăмлă кăтартусем тунине, республикăра та малтисен йышĕнче пулнине
палăртрĕç. Хыççăн хĕрлĕ хăю касса шала кĕчĕç.

Илленушкăнь лавккине пĕр уйăх çурăра çĕнетнĕ. Суту-илÿ çурчĕ тул енчен те,
шалтан та илемлĕ. Ассортимент пуян. Пысăках мар лавккара тĕрлĕ продукцие упрама
уйрăм сивĕтмĕшсемпе шăнтмăшсем вырнаçтарнă.

«Тăванлăх» ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе ял халăхне чылайччен савăнтарчĕ.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика