АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт-йĕре çĕнетеççĕ

12 августа 2013 г.

Раççей правительствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн районта граждансен пурăнмалли
çурт-йĕрне лайăхлатас енĕпе мĕнле программа çеç ĕçлемест-ши; Сахал тупăшлă
çемьесене, нумай ачаллисене, вăрçă ветеранĕсене, Çурçĕрте ĕçленĕ чухне
сусăрланнисене, çамрăк çемьесене тата ыттисене май килнĕ таран хваттерпе
тивĕçтереççĕ. Кивĕ, пурăнма юрăхсăр çуртсенчен çĕннисене куçарасси те
пурнăçланать.

– Район халăхĕ ĕçчен те пултаруллă. Ялсенче капмар та илемлĕ çуртсем
çĕкленеççĕ. Элĕк те çулсерен капăрланса пырать. Нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртсем
хута каяççĕ. Вĕсене организацисем хăйсен укçипе те, патшалăх пулăшăвĕпе те, пая
кĕрекенсен вăйĕпе те çĕклеççĕ. Заявленисем илнĕ май черете пăхăнса вĕсен
ыйтăвĕсене тивĕçтерсе пыраççех, – терĕ пирĕн ыйту çине хуравласа район
администрацийĕн строительствăпа архитектура пайĕн ертÿçи А.Терентьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика