АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх ыйтнипе

14 августа 2013 г.

Элĕк райповĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа ăнăçлă кĕртсе пырать. Çавна май
суту-илÿри, общество апатланăвĕнчи, производствăри, хатĕрлеври, пулăшу сферинчи
кăтартусем те çулсерен лайăхланаççĕ. Райпо ертÿçисем ял халăхĕн ыйтăвĕсене
туллин тивĕçтерес тĕллевпе ĕçре çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе усă курма тăрăшаççĕ.

Мăн Вылăра лавкка пулнă-ха, анчах та ăна юлашки вăхăтра çĕнетнĕ, тавара
ирĕклĕ майпа суйласа илмелле тунă. Иртнĕ эрнере вара Мăн Вылăра çав ятпа ятарлă
уяв ирттерчĕç. Унта пухăннисене райпо канашĕн председателĕ, район депутачĕ
Ю.Харитонов саламларĕ.

– Паян ку лавккара улшăнусем пур. Халĕ килекен кашни çынна мĕн килĕшет –
çавна суйлама пултарать. Тавар ассортименчĕ те пуянланчĕ. Çавăнпа та çĕнетнĕ
лавккари тавар çаврăнăшĕ татах та ÿсессе шанатăп, – терĕ Юрий Александрович.

Унтан районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Николай Сергеев сăмах
илчĕ. Вăл райпо председателĕ Ю.Харитонов мал курăмлă, пуçаруллă ертÿçĕ пулнине,
пысăкрах та пысăкрах тĕллевсем палăртса вĕсене пурнăçлассишĕн чунран тăрăшнине,
конкуренци ÿссе пынă тапхăрта ĕçе малашлăха курса йĕркелеме пĕлнине каларĕ, ял
çыннисене вара кунсерен лавккана килсе çÿреме сĕнчĕ.

Мăн Вылă тăрăхĕнче пурăнакансем те тухса калаçрĕç. Вĕсем пурте Юрий
Александровича лавккана çĕнетнĕшĕн, халăх пурнăçне çăмăллатма пулăшнăшăн тав
турĕç, суту-илÿ çуртне пысăклатма ыйтрĕç. Райпо ертÿçи ял çыннисен ыйтăвне çитес
çул тивĕçтерме шантарчĕ.

Акă хĕрлĕ хăйăва касса лавккана кĕчĕç. Пуринчен те малтан Ю.Харитонов тавар
туянчĕ. Унтан ытти çынсем тĕрлĕ продукци илме кăмăл турĕç.

– Ĕçлеме те, çынсене тавар суйлама та условисем çителĕклĕ. Халĕ тĕп хулари
хăш-пĕр лавкка та пирĕнне çитеймест. Оборудовани те çĕнĕ. Ĕçлес те ĕçлес килет,
– терĕç сутуçăсем.

Урамра вара курав-дегустаци иртрĕ. Унта пылак продукцие тата Етĕрнери
аш-какай комбиначĕн кăлпассине тутанса пăхма, пахаллама пултарчĕç.

Мăн Вылăпа Çирĕккассинчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене илемлĕ юрăсемпе
савăнтарчĕç. Ял халăхĕ вырăнти артистсен пултарулăхне пысăк хак пачĕ.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика