АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул тумĕ ачасене пĕр ушкăна пĕрлештерет

19 августа 2013 г.

Хальхи шкул ачине пăхар-ха: пĕринчен тепри йăлтăр-ялтăр тум тăхăннă, уçă
çи-пуçпа хĕр-упраç хăйĕн пĕтĕм ÿт-пĕвне ытарлăн палăртать, кĕске юбка
тăхăннăскерсене яш-кĕрĕм çаврăнса пăхса тăрать. Паян çын мĕн тăхăннине кура вăл
хăш тĕне ĕненнине, мĕнле юрă-кĕвĕпе кăсăкланнине, çителĕклĕ е çителĕксĕр
пурнăçпа пурăннине çийĕнчех чухлатăн. Çак лару-тăруран тухма пулăшаканĕ шăпах,
ман шутпа, шкул тумĕ. Унпа çыхăннă мĕн пур ыйтусене ачасемпе çамрăксен
пултарулăх центрĕн директорне Елена Германовна Иванована хуравлама ыйтрăм.

– 2012 çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин шкулта вĕренекенсен тумне
тавăрасси çинчен сăмах хускатнăччĕ, – терĕ вăл. – Çак ыйтăва регионсенче сÿтсе
явма сĕннĕччĕ. РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çирĕплетнĕ тăрăх 2013 çулхи авăн
уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа ачасен шкула пĕрешкел тумпа каймалла пулĕ. Элĕк
районĕнчи мĕн пур вĕренÿ учрежденинче ку ыйтăва татса панă. Тум мĕнле пулассине
çирĕплетнĕ. Çак тĕллевпе нормативлă право акчĕсем те кăларнă.

– Елена Германовна, шкул тумне мĕн тĕллевпе çĕнĕрен кĕртнине палăртаймăр-ши;

– Ăна тĕпренех çĕнĕрен кĕртнĕ теме çук. Хулари шкулсенче ăна тахçанах çирĕп
пăхăнаççĕ пулсан, пирĕн районти Элĕк, Юнтапари, Тавăтри вĕренÿ учрежденийĕсенче
те кĕçĕн классенче пĕлÿ илекенсем темиçе çулах пĕрлехи шкул тумĕпе çÿреççĕ.
Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, шкул тумĕ ачасене çывăхлатать, йĕркене çирĕплетет,
дресс-кода пăхăнма вĕрентет, чухăнсемпе пуянсен хушшинчи уйрăмлăхсенчен
хăтарать, вĕренÿ учрежденийĕн сăн-сăпатне çирĕплетет.

– Вĕренекенĕн кулленхи çи-пуçĕ мĕнлерех пулмалла;

– Ачасене мĕн тĕслĕ, мĕнле фасонпа, ятарлă формăна камсене çĕлеттерессине
пĕрлехи шкулти пухусенче пăхса тухнине палăртрăм ĕнтĕ. Малашне вĕренекенсене
тĕрлĕ тĕслĕ çи-пуç, 7 сантиметртан çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак тăхăнма чараççĕ. Тĕрлĕ
капăрлану япалисенчен те пăрăнмалла пулĕ, таçтан курăнакан маникюр, макияж
тумалла мар. Çавăн пекех çÿçсене экстравагантлă прическăсемпе, куçа йăмăхтаракан
тĕссемпе илемлетме юрамасть.

Чăваш Республикинче виçĕ тĕрлĕ тум-тир палăртнă: кашни кун, уявсенче
тăхăнмалли тата спорт тумĕ. Куллен тăхăнмаллисен шутне арçын ачасен –
классикăлла шăлавар, пиджак, жилет, жакет тата кардиганпа пĕр тĕслĕ кĕпе пулма
пултарать. Арçын ачасен кашни кунах галстукпа пиçиххи çыхмаллине те палăртса
хăварнă. Хĕрачасемпе хĕрсен – жакет, жилет, кофта, классика мелĕпе çĕленĕ
шăлавар, юбка тата сарафан тăхăнма юрать.

Паллах, кусем пурте шкулта çирĕплетнĕ шкул тумĕн тĕсĕпе пĕр пек пулмалла.
Çавăн пекех витĕр курăнман блузка-кĕпе тăхăнма ирĕк пур. Юбка тăршшĕ чĕркуççирен
10 сантиметртан çÿлерех е чĕркуççирен вăрăмрах пулмалла мар. Çулталăкăн сивĕ
вăхăтĕнче шкул тумĕпе пĕр тĕслĕ джемперсемпе свитерсем тăхăнма юранине саккунра
та палăртнă. Уявсенчи шкул тумĕ ытти чухнехинчен шурă кĕпепе е хĕрачасен
пилĕкрен вăрăмрах шурă блузкăпа, шурă саппунпа уйрăлса тăрать. Вĕренекенĕн спорт
тумĕ шутне футболка, шорты-трусы е спорт шăлаварĕ, костюмĕ, кедăпа кроссовки
кĕреççĕ. Кашни вĕренекенĕнех пĕр тĕслĕ спорт çи-пуçĕ пулма пултарать. Асăннă
тума физкультура урокĕсенче тата спорт мероприятийĕсенче çеç тăхăнмалла. Унпа
шкула килме юрамасть.

– Енчен те вĕренекен ятарлă тумпа килмесен ăна вĕренÿ урокĕсене кĕме
чараççĕ-и;

– Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен районти мĕн пур шкулта вĕренекенсем пĕрлехи тумпа
килеççĕ тесе шантарсах калама çук. Анчах та шкул ачи вĕренÿ учрежденийĕн
дресс-кодне пăхăнма тивĕç, хура е тĕксĕм кăвак юбкăпа шурă блузка-кĕпе кашни
хĕр-упраçăнах пулмалла. Вĕренекен шкула ятарлă тумпа килмен пулсан, класс
ертÿçин е директорăн ачаран ăнлантару илме ирĕк пур. Çавăн пекех педагог ачан
дневникĕ çине ашшĕ-амăшĕ валли асăрхаттару та çырма пултарать.

– Шкул тумĕ туянма ашшĕ-амăшĕн паян миçе тенкĕ кăларса хума тивет-ха; Тата
ăçта туянма май пур вĕсене;

– Хĕрачасене валли Шупашкарти «Чăлхапа трикотаж», «Рассвет», «Аврора»
фабрикăсем шкул тумĕсем çĕлеççĕ. Арçын ачасен çи-пуçне хатĕрлекенсем те
çителĕклех. Вĕсен шкул тумĕ вăтамран та икĕ пин тенкĕпе танлашать пулсан,
хĕрачасен ытларах тăкакланма тивет. Çĕнĕлĕх яланах нумай калаçтарать. Пĕрисем ку
саккуна ырлаççĕ, теприсене пачах тепĕр майлă, килĕшсех каймасть.

Паллах, харăсах икĕ-виçĕ е тата ытларах ывăл-хĕрне шкула ăсатакан ашшĕ-амăшĕн
малтанах кĕсьене самай çÿхетме тивет. Каярахпа вара шкула мĕнпе ярасси питех
хăратмĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика