АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çамрăксемсĕр илемлĕ мар

19 августа 2013 г.

Ĕçпе çула тухсан таçта та çитетпĕр, темĕн те куратпăр. Ытларах чухне ялсенче
çынсемпе калаçма тÿр килет. Нумаях пулмасть Куракăш ялĕпе паллашрăмăр.
Ехремкасси ял тăрăхне кĕрет вăл. Ял администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кунта
пурĕ 106 кил шутланать. Вĕсенче 248 çын пропискăра тăрать.

Куракăш ялĕпе утса пынă чухне çуртсем пĕрин хыççăн тепри вĕлтлетсе юлаççĕ.
Пушă лараканнисем сахал Куракăшра. Яла тем пысăкăш çырма икке пайлать. Çырма
çумĕнче тĕллĕн-тĕллĕн хуралтăсем вырнаçнă. Тахçан ĕлĕк кунта пĕве пулни паллă.
Вăл типсе ларнă ĕнтĕ. Халĕ унта йăмрасемпе хăмăшсем ашкăрса лараççĕ. Ку юрĕ-ха,
вĕсем çут çанталăк ирĕкĕпе ÿсекенскерсем теме пулать. Çырмара пĕрисем вутă çурнă
та пуленккисене пĕр çĕре пухса хуман. Теприсен авă кĕлет пекки ларать. Ун
çумĕнче хыт-хура çитĕнет. Çырмаран сылтăм еннелле пăрăнса кайнă çĕрте, асфальт
хĕрринчех, çÿп-çап купи хăйĕн вырăнне тупнă. Вăл вара ял илемне палăрмаллах
пăсать. Тăван тавралăха упрамалли çулталăк тетпĕр те, темшĕн-çке çакна пурте
шута илместпĕр. Эрех кĕленчисем, шăтăк витресем, хутаçсем тавралăха
илемсĕрлетеççĕ. Вăйлă çил тухсан вара хутсемпе хутаçсем ял тăрăх вĕçеççĕ. Тепĕр
çитменлĕх те куç умне курăнчĕ. Ялтан тухсан çÿп-çап пăрахмалли ятарлă вырăн тунă
куракăшсем. Плотина арканса кайсан ăна хуплас тесе çĕр чавнă, шăтăк пулнă.
Куракăш çыннисем çавăнта кирлĕ мар ăпăр-тапăра турттараççĕ. Ятарлă çÿп-çап
пăрахмалли вырăн кирлех, вăл пурри, паллах, питĕ лайăх.

– Ютран çÿп-çап пăрахма килеççĕ пирĕн яла. Çакă нумайăшне килĕшмест. Мĕншĕн
тесен машинăсемпе тата мотоблоксемпе турттарса килнĕ япаласене тирпейлĕ хурса
хăвармаççĕ. Уйрăмах никам курман чухне, каçхи вăхăтра, плотина çумне килсе
пăрахса каяççĕ, – кăмăлсăррăн калаçрĕ пĕр ватă арçын.

Вăл ял урамĕнче асфальт пурришĕн чунтан хĕпĕртет. Ăнланма пулать ăна:
йĕпе-сапара яла пĕр чăрмавсăрах кĕрсе тухатăн. Газ кĕртни те çынсемшĕн пысăк
ырлăх. Куракăш урамĕнче вара тирпейлĕх хуçаланать. Çын пурăнакан çуртсем умĕнче
строительство материалĕсене тирпейлĕн вырнаçтарса хунă, тĕлли-паллисĕр выртакан
япаласене кураймастăн ял хушшинче. Ялта лавкка çук. Анчах çынсем уншăн
кулянмаççĕ. Эрнере виçĕ хут райпо, уйрăм çын автолавккисем килни чылай çăмăллăх
кÿреççĕ. Мĕн кирлине халăх йăлтах туянса юлать. «Ял çамрăкпа тĕреклĕ, яш çынсăр
вăл илемлĕ мар», – тенине час-часах илтме пулать. Куракăшра пурĕ утмăл пилĕк
çамрăк шутланса тăрать. Ехремкасси ял тăрăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ
Ирина Волкова пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем яла юласшăн мар. Ытларахăшĕ ют хуласемпе
облаçсене ĕçлеме çÿреççĕ. Вăйпиттисем вара район центрне кулленех çул
такăрлатаççĕ.

Куракăш ялĕ çулран-çул илемленсе пырать. Анчах та çуралакансен шучĕ чакни
пăшăрхантарать. Чи çамрăк ача ялта çулталăк каялла çут тĕнчене килнĕ. Унтанпа
ача çуратакан пулман. Ратюковсен Дарья хĕрĕ çулталăкран çеç иртнĕ-ха. Чи
ваттисем вара А.Александрова, А.Кузнецовăпа Н.Игнатьева.

Туй такмакĕсем те сайра янраççĕ ялта. Кузьминсен Миша ывăлĕ Кÿкеçрен хĕр
илнĕ, чăн-чăн чăваш туйне пуçтарнă халăха. Ю.Порфирьева вара Канаш районне качча
кайнă.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика