21 августа 2013 г.
Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар: савăнăçĕ те, хурлăхĕ те тĕл пулать.
Çĕнкас Юнтапара пурăнакан Евдокия Семеновна Мешкован та кун-çулĕ пыл та çу
иртмен, нушипе тертне пайтах чăтнă. Ĕçрен нихăçан та пăрăнман.
Ку яла качча килсен те ĕçсĕр ларман. Мăшăрĕпе Николайпа килĕштерсе, шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçланă. Евдокия Семеновна пĕр вăхăт колхозра вăй хунă. Кайрантарахпа ăна Анаткас Сурăмри кирпĕч заводне ĕçлеме чĕннĕ.
– Эсир пултаруллă пулнине пĕлетпĕр, – тенĕ ертÿçĕ.
Çапла вара вăл кунта мал ĕмĕтпе, çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме тытăннă. Çынсемпе,
тантăшĕсемпе савăнма, пурнăç паракан пĕчĕк телее те хаклама пĕлнĕ. Мăшăрĕпе
тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ. Шел пулин те, çывăх çынни виçĕ çул каялла çут
тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Вăхăт сисĕнмесĕр малалла чупать. Халĕ Евдокия Семеновнăшăн ачалăх та,
çамрăклăх та хыçа юлнă, вăй питти вăхăчĕ те аякка-аякка кайса пырать. Апла пулин
те ватă пурăнса ирттернĕ кун-çулшăн ытлашши пăшăрханмасть. Кĕçĕн ывăлĕпе
Владимирпа ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Паян та вăл, сакăр вун иккĕре пулин те,
кил-çурт таврашĕнчи ĕçсене хутшăнать.
К.ПЕРОВ.