21 августа 2013 г.
Ял урамĕнчи асфальтлă çулпа машинăсем вăшт та вăшт иртеççĕ. Çавсене пăхса
кулленех киленет Смородино ялĕнчи Николай Сидоров. Сакăр теçеткене çитнĕскерĕн
пушă вăхăчĕ тупăнсах пырать. Çавăн пек чухне вара палисадник çумĕнчи сак çинче
ларма кăмăллать.– Юлашки вăхăтра пирĕн пĕчĕк яла та хула сăнĕ кĕрсех пырать.
Хитре çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленчĕç. Асфальтлă çул пурри уйрăмах лайăх, –
хăпартланчĕ Николай Сидорович.
Çамрăк пулсан-и – çав яка çулпа вăл та машинăпа çÿренĕ пулĕччĕ. Ара вăл
ĕмĕрĕпех водительте ĕçленĕ вĕт. Хĕрĕх тăватă çул хушшинче, тен, çĕр чăмăрĕ тавра
çаврăннă чухлех чупнă пулĕ.
– Алла повестка илсен салтак çулĕ мана Инçет Хĕвелтухăçне илсе çитерчĕ.
Сахалин утравĕ çинче виçĕ çул та ултă уйăх ирттертĕм. Çар служби пиçĕхтерчĕ
мана, вăй-хăват пачĕ, професси илме те пулăшрĕ, – яшлăхне ума кăларчĕ хура-шур
курнăскер.
Ăна салтакра чухне водитель правине илме тÿр килнĕ. Пысăк машина шанса парсан
хытă хĕпĕртенĕ. Ара, унччен виçĕ тĕнĕллĕ машинăна вуçех те курман-çке. Çарта
вара унпа 15-20 тонна таякан груз та пайтах турттарнă.
Николай Сидоров салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Тăван кĕтесе Смородино ялне
шофер пулса таврăнать. «Динамо» хуçалăхра машина шанса панă. Çавăнтанпа
автомашина рульне пачах та алăран яман Николай Сидорович.
– «Динамо», «Правда» хуçалăх ĕçĕсенче вăй-хала шеллемерĕм. Рейс хыççăн рейс
тăваттăм. Хуçалăх пÿлмине ылтăн пек тырра миçе тонна турттарнă-ши тата; Тулли
машинăпа хатĕрлев пункчĕсене те пайтах çÿренĕ, – хăпартланчĕ сакăр вуннăрискер.
Сĕм çĕрле çул çинчех çĕр каçнă тĕслĕхсем те сахал мар пулнă унăн. Николай
Сидорович вара йывăрлăхран хăраман, малаллах пăхнă. Вăл ырă, телейлĕ, пĕр-пĕрне
ăнланакан çемьере пурăнма ĕмĕтленнĕ. Çав шухăшпах Эренар хĕрĕпе Анфисăпа
пĕрлешнĕ. Мăшăрсем пурнăç урапине пĕр тикĕсех кустарнă. Николай Сидоровича
юратнă çынни пилĕк ача парнеленĕ. Вĕсем халĕ ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, хăйсен
вырăнĕсене тупнă. Мăнуксем те пур Сидоровсен. Анчах кил хуçи хĕрарăмĕ вăйпитти
вăхăтрах пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлнă.
Епле пулсан та кун-çул утти малаллах чĕнет. Ватăлтăм тесе алă усса кăна
лармасть Николай Сидоров. Наташа хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе пурăннă май, вĕсене килти
хуçалăхра пулăшать.
– Эпир ял старостипе Владимир Васильевпа пĕрле пĕвесене пăхса тăраттăмăр.
Шел, халĕ ку ĕçе тăсакансем çук, – пăшăрханнă пек пулчĕ ĕç ветеранĕ.
Е.ТИМОФЕЕВА.