АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ

26 августа 2013 г.

Хирлеппуç ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлни ял çыннисемшĕн чăннипех
те савăнăç пулчĕ. Уява ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ
А.Самойлова, Элĕк район пуçлăхĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ
А.Куликов, больницăн тĕп врачĕ А.Платонов тата ял çыннисем хутшăнчĕç.

– Паян эпир республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре тăваттăмĕш
фельдшерпа акушер пунктне уçатпăр. Эсир кивĕ çурта лайăх астăватăр. Паянхи вара
чуна савăнтарать. Медицина пулăшăвĕ çÿллĕ шая çĕклентĕр тесе çак ĕçе
пурнăçлатпăр. Çамрăксем те яла юлĕç, çемьсенче ачасем йышланĕç, – терĕ
А.Самойлова министр.

Алла Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, 2013 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсене
сентябрь-октябрь уйăхĕсенче уçма палăртнă. Район пуçлăхĕ В.Дубинин фельдшерпа
акушер пункчĕ халăхшăн кирлĕ пулнине, медицина пулăшăвĕсĕр ял çыннине кансĕррине
пĕлтерчĕ.

– Паянхи паллă кун çак çурта çĕклеме пулăшнă подряд организацине тав сăмахĕ
калас килет. Фельдшерпа акушер пунктне пурнăçпа шайлаштарса тунă. Кунта тĕрлĕ
çулсенчисем валли питĕ лайăх условисем йĕркеленĕ. Эпĕ сире пурне те чир-чĕрсĕр
пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов.

Хĕрлĕ хăйăва ялти чи çамрăк ача С.Ильин тата фельдшерта 26 çул ĕçленĕ
Ф.Петрова касрĕç. Федора Максимовна каланă тăрăх, малтанхи кивĕ çуртра хĕлле
питĕ сивĕ пулнă. Паян вара çынсене çĕнĕ çуртра ăшă шыв, таса та çутă пÿлĕмсем
пурри савăнтарать.

Наталия Никандрова фельдшер уява пухăннисене тата республика Пуçлăхне тата
Правительствине тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕрлĕ хăю каснă хыççăн хăнасем фельдшерпа акушер пункчĕн эмел упрамалли,
медперсонал, процедура пÿлĕмĕсемпе паллашрĕç.

(Хамăр инф.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика