26 августа 2013 г.
Юн кун пирĕн районта та, республикăри пекех, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Ĕçлĕ ушкăнсем халăхпа тĕл пулса калаçрĕç. Акă район администрацийĕн пуçлăхĕ
А.Куликов Юнтапа ял тăрăхĕнче пулчĕ, шкулти коллективпа курнăçрĕ. Вăл районта
вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Виçĕ хуçалăхра тата çичĕ фермер
хуçалăхĕнче тĕш тырăсене вырса пĕтернĕ. Вăтам тухăç – 16 центнер. Александр
Николаевич çавăн пекех кăçал чылай шкулта юсав ĕçĕ тунине палăртрĕ.
Тĕл пулăва пухăннисене урамсене çутатас, пĕвесемпе çулсене юсас ыйтусем
интереслентерчĕç.
Ун хыççăн А.Куликов «Агрофирма «Рабия» тата «Алмаз» обществăсенче пулчĕ,
кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн кăсăкланчĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.Комиссаров ертсе пыракан ушкăн редакци
ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Валерий Петрович Чăваш Республикинче пурăнакансен
сывлăх шайĕпе вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинче чарăнса тăчĕ,
çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсем хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле
хатĕрленни пирки каларĕ. Чăваш кĕнеке издательстви юлашки вăхăтра тунă ĕçсемпе
те паллаштарма кăмăл турĕ.
Унтан районти тĕп библиотека ĕçченĕсемпе курса калаçрĕ. Кĕнеке туянасси
çултан-çул чакса пынине пытармарĕ, çавăнпа ку енĕпе пĕр шухăшлă пулса
ĕçлемеллине асăнчĕ.
К.ПЕРОВ.