26 августа 2013 г.
Чăваш Сурăм ял çумĕпе иртнĕ чухне сĕт комплексĕ куç умне тухса тăрать.
Шуратнă ферма çурчĕсем, йĕри-тавра тытнă карта-хуралтăсем ĕçе кунта япăх мар
йĕркеленине палăртаççĕ. Сурăмсем сĕт укçа çăл куçĕ пулнине пĕлнĕрен ĕне-выльăх
усрасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Новый путь» хуçалăхăн Мăн Шĕвĕшри, Чăваш
Сурăмĕнчи, Юлăшри фермăсенче ăратлă ĕнесем тытаççĕ. Выльăх витисене те
çулсеренех юсаса çĕнетеççĕ. Ферма çурчĕсене пĕтĕмĕшле темиçе теçетке çул каялла
çĕкленĕ. Чи малтанах фермăра тăрăшаканăн ĕçне çăмăллатассине тĕпе хурса тата
çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес тĕллевпе сурăмсем ферма çурчĕсем тума
палăртнă. Çавăнпа ку енĕпе темиçе çулах ĕçлеççĕ. Юлашки икĕ-виçĕ çулта Юлăшри,
Мăн Шĕвĕшри сĕт комплексĕсенче темĕн пысăккăш çĕнĕ çуртсем хута кайнă. Халĕ
Чăваш Сурăмĕнче çĕнĕ ферма тăваççĕ.
Чи пĕлтерĕшли – строительство ĕçне аякри çынсене явăçтарманни. «Новый путь»
хуçалăхăн виçĕ производство уйрăмĕнче те строительсен ятарлă бригадине
йĕркеленĕ. Унта хуçалăхра тăрăшакан арçынсене çирĕплетнĕ. Сăмах май каласан,
строительство енĕпе пĕлÿ илнисемех çук вĕсен йышĕнче, кашни тенĕ пекех хăйсене
тĕллĕн вĕреннĕ. Ĕне-выльăх витисене тунă тапхăрта уйрăмсенчи мĕн пур
строительсем пĕр объектра тăрăшнă. Кашнин хăйĕн ĕçĕ пулнă. Çавăнпа та кĕске
вăхăтрах çĕнĕ ферма çуртне хута янă.
Халĕ Чăваш Сурăмĕнче тăрăшакан йыш та пысăках мар.
– Вуннăн ĕçлетпĕр. Асăннă объекта кăçалхи çу уйăхĕнче тума пуçланă. Никĕсне
янă тата плитасене вырнаçтарса стенасене хăпартнă вăхăтра ятарлă техникăпа,
строительсен пулăшăвĕпе усă курнă, – ĕç-хĕлпе паллаштарать ушкăн бригадирĕ
Анатолий Тихонов.
Фермăн инфраструктурине тăвас ĕçе те хăйсем тĕллĕн пурнăçланă строительсем.
Шыв пăрăхĕсене хурса тухнă. Урайне бетонланă, тислĕк юхса каймалли вырăна
янтăланă. Пĕтĕмпех çĕнĕ технологисене тĕпе хурса пурнăçланă. Строительсен пĕр
ушкăнĕ шалта ĕçлет пулсан, теприсем ферма тулашĕнче тăрăшаççĕ. Пĕтĕм ĕç-хĕле
хуçалăх ертÿçипе пĕрле строительство енĕпе ĕçлекен специалист, Виталий Орлов
йĕркелесе-сăнаса тăрать. Вăл çитменлĕхсене çийĕнчех асăрхаттарать. Анатолий
Тихонов бригадир пĕлтернĕ тăрăх, строительсем халĕ растворпа ферма тулашĕнчи
пысăк ĕçсене пурнăçлаççĕ. Геннадий Александров сварщик вара ĕне-выльăхсене валли
шыв ĕçмелли валашкасене вырнаçтарассипе тимлет. Çавăн пекех унăн çак кунсенче
апат валеçекен сĕтеле те хатĕрлесе çитермелле.
– Сакăр сехетрен пуçласа каçхи ултă сехетчен ĕçлетпĕр. Кăнтăрлахи вăхăтра
хуçалăх столовăйĕнче апатланатпăр, – калаçăва тăсать бригадир.
Ĕçне кура – тÿлевĕ. Строительсен ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ хуçалăхра. Шалу
пĕчĕкех мар.
– Лайăхрах ĕçлесен, тăрăшсан, тăван кĕтесрех Мускав укçине алла илме пулать,
– куларах пĕлтерет А.Тихонов.
Ку сăмахсенче вара чăнлăхĕ те пурах-тăр. Строительсенчен хăшĕ-пĕри унччен
вăхăтăн-вăхăтăн аякри хуласене «шапашкăна» тухса çÿрекеленĕ пулсан, халĕ кунтах
пиçĕхет. Акă Александр Евдокимов та ĕçтешĕсемпе пĕр шухăшлă. Ушкăнра чи çамрăкки
вăл. Икĕ теçеткерен çеç иртнĕ яш хуланалла тарма шутламан. Машина правине илнĕ
хыççăн пĕр вăхăт «Новый путь» хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Хыççăн строительсен
бригадине куçнă.
Вырăнти ăста строительсем пĕлтернĕ тăрăх, ĕçе палăртнă вăхăтра вĕçлесен
çулталăк вĕçĕнче Чăваш Сурăмĕнче çĕнĕ ферма хута кайĕ.
К.СОРМСКАЯ.