АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенменскер

26 августа 2013 г.

Район администрацийĕн çуртне кĕрсен маттур та илемлĕ арçынна курма пулать.
Вăл Валерий Николаевич Иванов. Райадминистрацин хуçалăх енĕпе тивĕçтерекен пайĕн
начальникĕнче тимлекенскер пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. В.Иванов 1965 çулта
Элĕк районне кĕрекен Лупашка ялĕнче çуралнă. 1982 çулта Крымсарайкăри вăтам
шкултан вĕренсе тухать. 1983 çулта ăна, Шупашкарта ĕçлекенскере, çар ретне
илеççĕ. Вăл Узбекистанри Фергана хулинче çамрăк салтаксен курсне вĕренсе
пĕтерет. Хыççăн ăна Афганистана куçараççĕ. Кунта вăл хăйĕн интернационалла
тивĕçне пурнăçлать, 56-мĕш штурмпа десант бригадинче хĕсметре тăрать. Хăйĕн
пурнăçĕ çинчен каласа пама юратмасть, анчах куç умĕнчех юлташĕсене çухатнине
пытармасть. Çăмăл пулман çарта. Унăн кăкăрĕ çинче сахал мар орденсемпе медальсем
ялкăшаççĕ. Вăл халĕ те хĕсметре пĕрле пулнă юлташĕсемпе çирĕп çыхăну тытать,
районти афганецсен союзне ертсе пырать.

Анатолий

ТИМОФЕЕВ,

районти ветерансен канашĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика