АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял илемпе илĕрттĕр

26 августа 2013 г.

Кашни ялăн хăйĕн пуçламăшĕ пур. Историйĕсем те расна. Чылайăшĕн вара пĕр пек:
ял вырăнĕнче вăрман пулнă е пĕр-пĕр çын пуçласа янă. Кивкас Юнтапан историйĕ те
çакăн пекех пуçланать.

Кушар çулĕ çинче Улаксар çырми пулнă. Кинзавыл ятлă ялта пушар тухнă,
вут-çулăмра чылай кил-çурт çунса кайнă. Шыв çуккипе нумайăшне çăлса хăварайман.
Ял çыннисем виçĕ пая пайланса кайнă. Пĕр ушкăнĕ Çĕнкас йĕркелесе янă, Сурăм
хĕррине кайнă, теприсем Шуркасси Юнтапана аннă, виççĕмĕшĕсем вара Кивкас ялне
пуçарса янă. Кивкас çырмаллă пулнă. Шывлă вырăн шыранăран кунта ял пуçланса
кайни паллă. Ĕлĕкрех тăхăр пĕве таранах пулнă. Чи паллăраххисем – Караспа Партас
пĕвисем. Халĕ вĕсем пĕрлешĕнсе ларнă ĕнтĕ. Паянхи кун плотина хăйĕн мăнаçлăхĕпе,
илемĕпе савăнтарать. Çынсем пĕвен икĕ енĕпе урамсем йĕркеленĕ.

Кивкас Юнтапа халĕ кунран-кун илемленсе пырать. Ялти урамсенче тирпейлĕ те
таса. Халăх хăтлăхшăн тăрăшни куçкĕрет. Кунта пурăнакансем ĕçлеме те, канма та
пĕлеççĕ. Каç пулттипе ял-йыш ятарлă лапама волейбол тата баскетбол вăййисене
выляма пуçтарăнать. Футбола та кăмăллаççĕ кивкассем. Çамрăксенчен ытларахăшĕ ĕç
çукран хулара тĕпленме шутлать. Чи çамрăкки – Федоровсен хĕрĕ. Вăл кăçалхи
январĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Чи ватти вара 1929 çулта кун çути курнă В.Данилова
шутланать. Туй юррине тахçанах илтмен. Пĕлтĕр Ивановсен Денис ывăлĕ салтакран
килнĕ. Çуралакансен йышĕ сахал. Çамрăксем ялта тытăнса тăмаççĕ.

Кунти пурнăç çăтмахри пекех-ха. Пĕвисенче ача-пăчана чÿхенсе илме те,
кайăк-хур ĕрчетме те майсем пур. Улăх-çаранĕпе те, çырлипе те, чечекĕпе те пуян.
Ялта лавкка та пур. Ăна уйрăм çын пĕлтĕр ватăсен кунĕнче уçнă. Ял çыннисене
савăнăçлă уяв туса панă. Унсăрăн пуçне кашни эрнере икĕ хутчен автолавккасем
килеççĕ. Çынсене кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Юнтапа ял тăрăхĕн Кивкас
депутачĕ шутланнă май ял пурнăçĕпе интересленсех тăратăп. Ялта çутă çукки, кивĕ
клуб тăван кĕтес илемне пăсни чуна хумхантаракан ыйтусем пулса тăраççĕ. Ĕç çукки
те вăйпитти çынсене аякка кайма хистет. Тăван ял пурăнтăр тесен мĕн пур ял-йышпа
пĕрле вăй хумалла, условисене тĕпрен лайăхлатассишĕн пĕр ĕмĕтпе тимлемелле.

Н.АНДРЕЕВА,

Кивкас Юнтапа ялĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика