АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсем курăмлă

28 августа 2013 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче
ĕçлекенсем валли пресс-конференци йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Черетлĕ тĕл пулу Чăваш
Республикин Наци библиотекинче иртрĕ.

«Сирĕн ыйтса пĕлмелли чылай пухăнса кайнине туятăп, – терĕ республика Пуçлăхĕ
мероприятие уçнă май. – Вĕсене туллин хуравлама тăрăшăп. Ăнланмаларах пултăр
тесе малтан çапах та хăш-пĕр кăтартăва пĕтĕмлетес тетĕп. Пĕтĕмĕшле илсен, юлашки
виçĕ çулхи кăтартусем пирки пите хĕретмесĕрех пĕлтерме пултаратăп. Сирĕнтен,
халăхран пытармалли нимĕн те çук, пĕтĕмпех куç умĕнче. Тепĕр чухне кăмăла кайман
ыйтусем паратăр пулсан та журналистсемпе тĕл пулмашкăн эпĕ яланах хатĕр. Вĕсем
чăн пурнăçпа çыхăннăскерсем вĕт. Пирĕн хутшăнусем кирлĕ пек йĕркеленсен
асăрхаттарăвăрсем влаç органĕн должноçри çыннишĕн çитменлĕхсенчен хăтăлас
тĕлĕшпе усăллă пулĕç».

Михаил Васильевич Чăваш хутлăхĕн аталанăвĕнче пулса иртнĕ курăмлă улшăнусем
çинче чарăнса тăчĕ, микро-тата макроэкономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Виçĕ çулти çитĕнÿсем куç умĕнчех: шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут чакарнă.
Паян Чăваш Республики ĕçсĕрсен йышне пĕчĕклетес тата ĕçе вырнаçтарас енĕпе
федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăн йышăнать. Çакă çынсем валли
тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿременнине, право йĕркине пăсас çул çине тăманнине
пĕлтерет.

2010 çулта ĕç укçи парăмĕ 120 млн тенкĕ пулнă тăк кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ
тĕлне 4,8 млн тенке çити сахалланнă. Шалу 1,5 хут ÿснĕ. Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк
виçерен сахалрах тупăш илекенсен йышĕ çулсерен чакать.

Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿре, социаллă учрежденисенче вăй хуракансен ĕç укçине
сисĕнмеллех ÿстернĕ. Сывлăх сыхлавне модернизацилеме укçа-тенкĕ нумай хывнă,
больницăсенчен чылайăшне тĕпрен юсанă, халĕ шкулсене çĕнĕ сăн кĕртме пикеннĕ.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Чăваш Ен РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин
хаклавĕпе тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ памалли программăна пурнăçласа регионсен
хушшинче чи лайăххисен шутне кĕнĕ.

Çынсен ырлăхне ÿстерес тĕллевпе ĕçе кĕртекен политикăн тĕп кăтартăвĕ – халăх
йышĕ хăй еккипе юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут ÿсни савăнтарнă. 2013 çулта вăл
Ç0,6-па танлашнă. Çемьесенче 2, 3, 4-мĕш ачасем çут тĕнчене килеççĕ.

Ентешсен пурнăçне пур енлĕн пулăх тумашкăн вăйлă аталаннă экономика кирлĕ.
Чăваш Республикин кредит рейтингĕ пысăк, çакна пĕтĕм тĕнчери агентсем те
çирĕплетеççĕ. Ку, паллах, общество финансĕсемпе эффективлă хуçаланнинчен те
килет. Республикăра «Электрон бюджечĕ» проекта хута янă май Раççей Финанс
министерствипе икĕ енĕшĕн те усăллă хутшăнусем йĕркеленĕ.

Патшалăх парăмĕ чакса пырать: 2007-2009 çулсенче республика 2,052 млрд тенкĕ
саплаштарнă тăк 2011-2013 çулсенче – 11,8 млрд.

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн 1,268 млрд тенкĕ хывнă. Бюджетăн тĕп
хатĕрĕсемпе пĕлсе усă курма тăрăшнă, патшалăх пурлăхĕн эффективлăхне ÿстернĕ –
бюджетăн консолидациленĕ пайне тупăш хывассипе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта
федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăна тухнă.

Республикăн экономика, политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă, граждан обществин
пĕлтерĕшлĕ институчĕсене – общество палатине, этем, ача, предприниматель правине
хÿтĕлекен уполномоченнăйсем çирĕплетнĕ. Вĕсем паян кал-кал ĕçлеççĕ, хăйсен
тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ.

Должноçа йышăннă малтанхи кунранах пĕр тĕллевпе малашлăха ăнтăлнă Михаил
Игнатьев: ентешсен пурнăçне, унăн пахалăхне лайăхлатмалла. Правительство
ларăвĕнче е ытти мероприятире пĕлтерĕшлĕ тĕллеве сÿтсе явнă чухне хăйĕнчен,
ыттисенчен яланах çапла ыйтнă (паян та çавăнпах канăçсăрланать): «Ку йышăну
ахаль йышши ентешсене мĕнпе савăнтарма пултарать, мĕнле усă кÿрет;» Халĕ, авă,
ырă улшăнусем – куç умĕнчех...

Унтан журналистсем сăмах илчĕç. Чăн та, ку хутĕнче те ыйтăвĕсем çивĕч те
шăллă пулчĕç. Вĕсем республикăн, район-хулан социаллă пурнăçĕнчи, экономикăри,
политикăри лару-тăрупа кăна мар, Михаил Игнатьевăн хăйĕн кун-çулĕпе те çыхăннă.
Виçĕ сехете тăсăлнă хутшăнура кашниех тулли те тивĕçтерÿллĕ хурав илме пултарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика