28 августа 2013 г.
Б.С.Марков – чăваш халăх артисчĕ. Вăл Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче
çуралса ÿснĕ. Пултаруллă çын тăрăшнипе «Шывармань» опера кун çути курнă. Артист
çуралнăранпа часах 90 çул çитĕ. Элĕкри культурăпа кану центрĕн ертсе пыракан
методисчĕ Л.М.Константинова ентеше халалласа культурăпа искусство тавра
йĕркеленĕ инноваци проекчĕпе республика конкурсне хутшăннă. Любовь Михайловна
100 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илме пултарнă.
– Çак проекта пирĕн виçĕ уйăхра пурнăçа кĕртмелле. Чи малтанах культура
учрежденийĕсемпе, обществăлла организацисемпе, ял тăрăхĕсемпе тачă çыхăнура
ĕçлемелле, – палăртрĕ Л.Константинова.
Вăл проекта пайсем çине уйăрса тухнă. Унта кинофильм кăтартасси, сăн
ÿкерчĕксемпе кĕнеке куравĕсем йĕркелесси, конкурссем ирттересси те кĕрет. Çавăн
пекех шкул ачисем хушшинче Б.С.Марков çинчен çырнă сочиненисен конкурсĕ те
пултаруллă çын çинчен нумайрах пĕлме пулăшĕ.
В.НИКИФОРОВ.