АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕтни çитрĕ – çул пулать

28 августа 2013 г.

Чăваш Республикине ертсе пыракансем ятарлă программăпа кашни ял патне асфальт
çул çитернине ырăпа асăнмалла. Мартынкассине те хытарнă çулпа çыхăнтарчĕç. Анчах
та унăн сарлакăшĕ автобуссене çÿреме тивĕçтерменнине пула çак транспорт пирĕн
пата çитеймест. Çавăнпа Тури Хурасан чарăнăвне утатпăр. Ку ыйтупа район тата
вырăнти пуçлăхсем патне пĕрре мар тухрăмăр. Эпĕ те хаçатра нумай статья çыртăм.
Кăçал район тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пирĕн ыйтăва вырăнтан хускатрĕç.
Автобуссем çÿреме çулăн сарлакăшĕн икĕ енне пĕрер метр сарчĕç. Элĕкри
«Агродорстрой» пĕрлешÿ лайăх ĕçлени палăрчĕ. Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ
тăрăх, ку ĕçе кăçал чылай пурнăçламалла тата çитес çул та ĕçлемелле.

Клуб патĕнчен Антоновсен хуçалăхĕ умĕпе иртекен тĕп çул йĕпе-сапаллă
çанталăкра шурлăха куçса каять, çу каçипе те машинăсемпе тухса çÿреме май çук.
Иртнĕ ĕмĕрте, колхоз-совхозсен вăхăтĕнче, çула кашни çулах юсанă. Юлашки вăхăтра
вара никам та пăхса тăман. Лавккана кÿрсе килнĕ таварсене те сутăçсен алăпа
йăтма тиветчĕ. Кăçал çурла уйăхĕнче çак çула 150 метр тăршшĕ вак чул сарчĕç.
Укçа-тенкĕрен хĕсĕкрех пулнăран лавкка патне тепĕр 40 метр çитеймерĕç. Ку ĕçе
çитес çулта малалла тăвасси çинчен пĕлтерчĕç. Çула туса панăшăн район тата ял
тăрăхĕн пуçлăхĕсене ăшă сăмахсем калатпăр.

В.АРХИПОВ,

Мартынкасси ялĕ, ĕç ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика