АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Университетра пĕлÿ илĕç

02 сентября 2013 г.

Тăлăхсене тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене хÿтĕлессине патшалăх хăй
çине илет. Ăна Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 52 статйин виççĕмĕш пайĕнче
палăртнă. 2005 çулхи кăрлачăн вун виççĕмĕшĕнче кăларнă саккунра çирĕплетнĕ тăрăх
асăннă категорири ачасем 18 çулччен вĕренÿ учрежденийĕсенче ăс пухнă вăхăтра
патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма пултараççĕ.

Çавăн пекех тăлăх шкул хыççăн пĕр-пĕр техникума вĕренме кĕрет пулсан, вĕренÿ
учрежденинче ăс пухнă тапхăрта ăна общежитинче пурăнмалли пÿлĕмпе тата
стипендипе тивĕçтереççĕ. Профессилле вăтам пĕлÿ паракан учрежденинче пĕлĕве
вĕçлесен аслă пĕлÿ илме палăртнă тăлăх та патшалăх пулăшăвĕсĕр юлмĕ. Саккунпа
килĕшÿллĕн университетра е институтра вĕреннĕ вăхăтра та çăмăллăхсемпе усă курĕ:
общежитинче пурăнĕ, уйăхсерен стипенди илсе тăрĕ. Тăлăх ачасен е ашшĕ-амăшĕн
тимлĕхĕсĕр юлнисен 23 çул тултариччен е пĕлÿ илме пуçланă аслă вĕренÿ
учрежденине пĕтериччен патшалăх пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пур.

Элĕк районĕнче тĕрлĕ шкулсенче пĕлÿ илнĕ тăлăхсем çулсеренех Шупашкарти
вĕренÿ учрежденисенче малалла пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ. Кăçал акă тăхăр ача
пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденисенчен тухрĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ вун пĕр
класс, çиччĕшĕ тăххăр пĕтерчĕç. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем те
тивĕçтереççĕ. Юнтапа ял тăрăхĕнчи Якунекассинчи Вера Самсонова аслă пĕлÿ илес
тĕллевпе Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне заявлени панă.
Шураçри Ирина Алексеева педагогика университетне суйланă. Çурла уйăхĕн çурринче
вĕсене аслă вĕренÿ учрежденийĕсен хушăвĕсемпе студентсен йышне илнĕ.

Тăххăр пĕтернисенчен тăватă ача вĕренĕве малалла та шкулта тăсассине
пĕлтернĕ. Виççĕшĕ профессилле вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденисенче пĕлÿ
илĕç.

Вутланти Наташа Троицкая планпа экономика техникумĕнче, Йăлкăшри Алексей
Трофимов Çĕнĕ Шупашкарти хими техникумĕнче, Элĕкри Ирина Маслова кулинари
техникумĕнче вĕренĕç. Вĕсен пурнăçĕсемпе тата вĕренĕвĕпе тăтăшах кăсăклансах
тăрăпăр.

Ирина ИЛЬИНА,

опекăпа попечительство органĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика