04 сентября 2013 г.
Ача йышĕнчен тухнă, анчах ÿссе çитнĕ çын шутнех кĕрсе ĕлкĕреймен ĕнерхи
вĕренекен. Çавах та вылянчăк шухăшсем сĕвĕрĕлнĕ унра. Алена Васильева умра анлă
пурнăç çулĕ пулнине аванах ăнланать. Çавăнпа малашлăха çирĕп пăхать 17-ри хĕр,
сăмаха вылятса калаçма юратмасть, çăмăлттайлăх та сисĕнмест унра.
Олимпиадăсенче ăс-тăнĕ
çивĕчленнĕ
Кăçал А. Васильева Элĕкри вăтам шкулта вун пĕр класс пĕтернĕ. Хĕр вĕренÿ
вăхăтĕнче тăрăшулăхпа, çивĕчлĕхпе палăрнă, ылтăн медале тивĕçнĕ.
– Çакă маншăн пысăк çитĕнÿ, – именчĕклĕн пĕлтерет ĕнерхи шкул ачи. Çамрăк
тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче хăйĕн ăс-хакăлне пĕрре мар тĕрĕсленĕ.
– Пĕрремĕш хут çиччĕмĕш класра районта иртнĕ олимпиадăна хутшăнтăм. Малтисен
йышне лекменччĕ, кайрисен шутĕнче те пулман, – кулса пĕлтерет вăрăм çÿçлĕ хĕр.
Çакăнтан пуçланнă та тĕрĕслевсенче ăс-тăн çивĕчлĕхне ÿстересси.
– Олимпиадăсене хутшăнсан нумай çĕннине, кăсăклине пĕлетĕн. Унти задачăсемпе
ыйтусем шкултисенчен уйрăлса тăраççĕ. Шухăлава аталантараççĕ. Пĕр задачăра вунă
ыйту çине хурав памалла. Хăйне евĕрлĕ тĕрĕслевсенче çĕнĕ юлташсем тупатăн.
Республикăра иртнĕ хими олимпиадинче Улатăр хĕрачипе паллашрăмăр. Халĕ те
пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр, – кăмăллăн каласа парать Алена.
Тăрăшуллă шкул ачи ытларах биологи, экологи, хими, чăваш чĕлхи предмечĕсемпе
районти олимпиадăсене хутшăннă. 9-11 классенче химипе иртнĕ тĕрĕслевре районти
шкул ачисем хушшинче кашни çулах пысăк балсем пухса пĕрремĕш вырăна тухнă.
Республикăра ăс-тăн çивĕчлĕхне палăртнă. Икĕ тапхăрта иртнĕ олимпиадăсенче теори
тата практика ĕçĕсене пĕтĕмпех пурнăçланă, анчах та çĕнтерÿçĕсен шутнех лекмен.
– Мала тухайманнишĕн хытах пăшăрханатăн. Ытларах хатĕрленмелле пулнă тесе
хăвна-хăв айăплатăн, – шухăша уçать вăл.
Химипе çеç мар, ытти предметсемпе те малти вырăнсене тивĕçнĕ.
Алена Васильева çавăн пекех тĕрлĕ презентацисем те йĕркеленĕ. «Эткер» пĕрлешÿ
ирттернĕ «История Отечества» конкурсра Элĕкри шкул историне шĕкĕлчесе анлă ĕç
тунă. Районта та, республикăра та шкул ачисен хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă.
Тăрăшуллă хĕр шкулта пĕлÿ пухнă вăхăтра «иккĕ» паллă илнипе те кăсăклантăм.
– Пулнăччĕ. Çиччĕмĕш класра географи предмечĕпе вĕрентекен хуравлама ыйтрĕ.
Эпĕ калани ăна тивĕçтермерĕ пулас, иккĕ лартса пачĕ. Хытах пăшăрханнăччĕ куншăн.
Тепĕр куннех «çылăха» каçарттарма тиврĕ, – куларах пĕлтерет 17-ри хĕр.
Шкулти мĕн-пур предметпа та вĕренÿ программипе ĕлкĕрсе пынă пулсан та
физкультура енĕпе «чăхăмланине» пытармасть. «Пиллĕк» паллă илессишĕн уроксем
хыççăн та нормативсене лайăх тытассишĕн пĕрре мар хатĕрленме çÿренине асăнать
ĕнерхи вĕренекен.
Тухтăр
специальнăçне суйланă
Вĕренÿ вăхăтĕнче малтанах географипе кăсăкланнă Аленăна кăштахран хими
предмечĕ ытларах кăмăла кайма пуçлать. Çакăн чухне ĕнтĕ шăпах хĕр ачан пĕчĕк
чухнехи ĕмĕчĕ аталанать. Алла аттестат илсен тухтăр специальнăçне суйласа илес
тĕллевпе пурăнать вăл.
– Пилĕк-ултă çулта чухне сарамакпа чирлерĕм. Больницăрах сипленме тивнĕччĕ,
медицина сестрисем хытă укол тунăран çитĕнсен хам та тухтăр пулатăп, – тенĕччĕ
пĕрре мар аннене.
Медицина факультетне вĕренме каяс шутпах пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене те
вырăс чĕлхипе математикăсăр пуçне химипе, биологипе те тытать. Чи пысăк балсем
пуçтарать.
Алла аттестат илсен Светлана Геннадьевнăпа Александр Егорович амăшĕпе ашшĕ
сĕннипе темиçе çĕре те вĕренме кĕме заявленисем парать.
– Чул хулари медицина институтне хамăн документсене почта çыхăну уйрăмĕ урлă
ярса патăм. Хусанти университета хама тĕпчев ĕçĕсем килĕшнĕрен пĕр факультета
документсем тăратрăм, Шупашкарти медицина факультетне те, педагогика
университетне те, ял хуçалăх академине те заявлени çырнăччĕ, – каласа парать
А.Васильева.
Студентсен йышне лекнипе лекменнине Интернет урлă сăнасах тăнă. Çурла уйăхĕн
пуçламăшĕнче аслă вĕренÿ учрежденийĕсенчен çине-çинех шăнкăравсем килме пуçланă.
Вĕренме кĕнине палăртса пĕлтернĕ.
– Медицина факультетне суйларăм. Тăван хуларах юлас терĕм. Аттепе аннерен
аякка тухса кайма шиклентĕм, – именчĕклĕн пĕлтерет пулас студент.
Хăйĕн çитĕнĕвĕсенче ашшĕ-амăшĕнпе пĕрлех, кашни вĕрентекенĕнех пысăк тÿпе
пуррине çирĕплетрĕ.
Эльвира КУЗЬМИНА.