04 сентября 2013 г.
Канăçсăр çав вăл ял пурнăçĕ. Чÿречерен çутă килессе кĕтсе выртсан никам та
çăкăр çитермест. Ир-ирех ура çине тăмалла. Çакна аванах ăнланать Якунекасси
ялĕнче пурăнакан Настя Тимофеева.
– Вăхăт пĕр сисĕнмесĕрех малалла шăвать, кунпа çĕр улшăнать, уйăх, çулталăк
хăвăртах хыçа юлать, унпа пĕрле этем пурнăçĕ те иртет, – тет 1992 çулта кун çути
курнă хĕр.
Ăçта каймалла, пурнăçа мĕнле профессипе çыхăнтармалла; Çакăн йышши ыйтусем
тухса тăнă та шкул вĕренсе пĕтерсен Настя умне.
– Юнтапари вăтам шкултан вĕренсе тухсан алла пĕр-пĕр професси илме шут
пулнă-ха манăн. Анчах укçа-тенкĕ çитсе пыманран, хула пурнăçне килĕштерменрен
тăван ялтах юлма шутларăм, – хăйĕн шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕ çирĕм пĕррери хĕр.
Якунекассинчи Тимофеевсен икĕ хĕр ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни Ирина кăçал
вăтам шкултан вĕренсе тухрĕ. Шкул сакки çинче ларнă чухнех пултарулăхĕпе пурне
те тыткăнлатчĕ. Хĕр юрра-ташша мĕн ачаранах маçтăр. Уçă та илемлĕ, янăравлă
сассипе миçе концертра юрăсем шăрантарман-ши тата; Хăйĕн йăмăкĕпе мухтанать
Настя. 1995 çулта çуралнă Ирина шкулта активлăхпа палăрса тăнă. Пур мероприятие
те хутшăнма тăрăшнă вăл. Юнтапари культура çурчĕн сцени çинче те пĕрре мар курнă
эпир ăна. Кăçал акă Ирина хушма пĕлÿ илме ĕмĕтленет.
Настя ашшĕпе амăшĕнчен уйрăм пурăнать. Ирина вара хăй çуралнă тăван килĕнчех.
Пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула Настьăн кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăнма тивет.
– Ватăсене тимлĕх уйăрни кирлех çав. Ырă туни нихăçан та манăçмасть, хăçан та
пулсан каялла çаврăнса çитет, – тет Настя Тимофеева.
Хĕр ырă кăмăллă, йăваш пулни тÿрех курăнать. Хăйĕнпе мухтанма юратмасть вăл,
вăтанчăклăхĕ вара хăш-пĕр чухне йывăрлăхсем умне кăларса тăратать. Тем пек йывăр
пулсан та пуçа усмасть хĕр, малалла талпăнать. Кичем, тунсăх вăхăта юрăпа
ирттерсе ярать. Шкултан вĕренсе тухнăранпах «Рабия» Агрофирмăра» тăрăшать хĕр,
тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă çĕрте тимлет. Вăл кунта тăрăшулăхĕпе палăрать. Настя пушă
вăхăта та усăсăр ирттермест. Çуркунне юр кайса пĕтсенех илемлĕ чечексемпе
аппаланать. Тĕпел кукринчен те тухма пĕлмест çамрăк. Тĕрлĕ хаçат-журналтан
апат-çимĕç пĕçермелли рецептсене касса илсе пухса пырать. Кукашшĕпе кукамăшне
кунсеренех тĕрлĕ апат пĕçерсе тĕлĕнтерет. Пĕр-пĕр професси илсе тивĕçлĕ ĕç
вырăнĕ тупасси тĕп тĕллев пулса тăрать.
А.ГУСЕВА.