09 сентября 2013 г.
Петр Кондратьевич Кондратьев 80 çул тултарчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне ял
хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Юнтапари 7 çул вĕренмелли, Вырăс Сурăмĕнчи вăтам
шкулсенче ăс пухать, 1954-1957 çулсенче çар ретĕнче хĕсметре тăрать. Унтан
таврăнсан Тĕрлемесри бухгалтерсен шкулĕнчен вĕренсе тухать. Тăван колхозра
счетоводра тимлет. Çак вăхăтрах çамрăк çынна вырăнти комсомол организацине ертсе
пыма шанаççĕ. Пултаруллă каччăна парти организацин секторĕ пулма суйлаççĕ.
Колхозри профкомăн председателĕнче те ĕçлет. 1969 çулта П.Кондратьева «Звезда»
колхозăн тĕп бухгалтерне çирĕплетеççĕ. Çак ĕçре вăл вара мĕн тивĕçлĕ канăва
тухичченех тимлет. Колхоз хăйĕн экономикине вăйлатсах пырать: тĕш-тырă, сĕт-çу,
аш-какай туса илессипе районта малти вырăнсене тухать. Ĕçне кура хисепĕ тенĕ
халăхра. Петр Кондратьевича «Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ»
хисеплĕ ят параççĕ, 1982 çулта унăн ятне Элĕк районĕн Ĕç Мухтавĕн кĕнекине
кĕртеççĕ. КПСС Чăваш Обкомĕн тата Министрсен Канашĕн Хисеп Хучĕсене парса чыс
тăваççĕ.
Пултаруллă ĕç ветеранне час-часах ял ĕçченĕсем хушшинче курма пулать.
Анатолий ТИМОФЕЕВ,
районти ветерансен канашĕн председателĕ.