АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăлăх ачасене – тимлĕх

22 декабря 2012 г.

Элĕк районне «Чăваш Ен тăлăхсемсĕр» ятпа автокараван килнĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекцийĕн центрĕн специалисчĕсем ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе, опекунсемпе (попечительсемпе), районти шкулсенчи социаллă педагогсемпе тĕл пулнă.

Мероприятие хутшăннисене район администрацийĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Э.В.Николаев салам сăмахĕ каланă. Эдуард Владимирович ачасене усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсене, опекунсене, тăлăх, пăхакансăр юлнă ачасене ăшă кăмăл парнеленĕшĕн тав турĕ. Хыççăн опекăпа попечительство енĕпе ĕçлекен тĕп специалист И.П.Ильина акцие хутшăнакансене тăлăх ачасене социаллă пулăшу памалли мерăсемпе паллаштарнă.

Кăçалхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнă ачасем 107 шутланаççĕ. Вĕсем73 çемьере воспитани илеççĕ, çав шутран 59-шĕ – усрава илнĕ çемьесенче.

Районти ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Э.К.Волков хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, интереслентерекен чылай ыйтусем çине хуравланă.

Психологипе педагогика реабилитацийĕпе коррекцийĕн центрĕн специалисчĕсем тухса калаçнă. Автокаравана хутшăннисем Юнтапа ял тăрăхĕнчи Анаткас Сурăм ялĕнчи ачасене усрава илнĕ Павловсен çемйипе тĕл пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика