11 сентября 2013 г.
Çĕр ĕçченĕшĕн халĕ яваплă тапхăр. Тăрăшса, тарпа ÿстернĕ тырă-пулăна пуçтарса
кĕртнипе пĕрлех çитес çулхи тухăç пирки те шухăшламалла. Паянхи кун тĕлне
районти хуçалăхсем уй-хирти тырă-пулăна мĕн пур лаптăксем çинчен пуçтарса
кĕртнĕ. Тыр-пул тухăçĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, лайăхрах. Вăтам тухăç çирĕм
центнера яхăн, ку вăл япăх мар кăтарту. Иртнĕ çул ытларах акса хăварнă «Новый
путь» ял хуçалăх кооперативĕ, акционерсен «Правда» уçă обществи тата «Рабия
Агрофирма» кĕрхи культурăсене тухăçлă ÿстерсе пуçтарса кĕртрĕç. Районĕпе
кĕрхисене пĕтĕмпе 3000 гектар акма палăртнă пулсан паянхи кун тĕлне çак ĕçе
çурри ытларах пурнăçланă, «Новый путь», «Рабия», «Правда», «Колос» тата Ульянов
ячĕллĕ хуçалăхсем уйрăмах тăрăшуллă.
Хăш-пĕр хуçалăх ертÿçисене кĕрхи культурăсем мĕнле хĕл каçасси шиклентерет
пулсан, ватăсем сăнанă тăрăх пилеш çырли, кăçалхи пек, пысăк сапакаллă тата
нумай пулнă çул, хĕл юрлă пуласса, кĕрхисем лайăх хĕл каçасса шанма пулать.
Çавăнпа та паянхи йĕпе çанталăк вăхăтлăха ака ĕçĕсене чарни çĕр ĕçченне алă
майлă, паха вăрлăх сутăн туянса е кÿршĕ хуçалăхсенчен улăштарса илсе ытларах
лаптăксем çинче акса хăварма май парать. Районта ку енĕпе Варламов фермер
хуçалăхĕ тимлĕ. Вăл Вăрнар районĕнчи «Санары» агрофирмăран 40 центнер кĕрхи
«Московская-56» тулăн элита вăрлăхне илсе тухса акса хăварма пултарчĕ.
Хуçалăхсем Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен дотаци илме пултараççĕ.
Л.АНДРЕЕВА,
районти «Россельхозцентр» уйрăмĕн
специалисчĕ.