11 сентября 2013 г.
Витеçÿч хĕрĕ Римма шут ĕçченĕ пуласси çинчен шухăшлама та пултарайман. Тăван
çĕр-шывăн Аслă вăрçи тухнă чухне сакăр çул та тултарайман. Ял çыннисем ĕçе
яланах кар тăрса, пысăк йышпа тухнă. Анасем виçсе илсе, пĕр-пĕринпе ăмăртса
тимленĕ. Пĕчĕк Римма амăшĕпе юнашар ĕçленĕ. Тырра çурлапа вырса кĕлте хыççăн
кĕлте тунă вĕсем. Тырă вырма кăна-и – ытти ĕçсене те хутшăнать хĕрача. Симĕс
ĕççи вăхăтĕнче утă пуçтарма çÿренĕ. Авăн та çапнă. Колхоз ĕçĕсене хутшăннипе
пĕрлех шкулта та тăрăшса вĕренет Римма.
Ăна Элĕкри çыхăну кантурне ĕçлеме чĕнеççĕ. Çапла вăл радиоузелăн шут ĕçченĕ
пулса тăрать. Ăна пултарулăхне кура кунта тĕрлĕ должноçсене куçараççĕ. Тăрăшуллă
хĕр вунă çул çыхăну ĕçĕн ăсталăхне алла илет. Çавна май Шупашкарти почтăна куçма
тивĕçлĕ пулать. Римма Никифорова тĕп хулари çыхăну ĕçĕнче икĕ çул тимлет.
Анчах та амăшĕн сывлăхĕ хавшанăран тăван кĕтесне таврăнма тивет. Ялти Николай
Павлов, Элĕкри почта ертÿçинче ĕçленĕскер, ăна тепĕр куннех хăй патне пыма
чĕннĕ. Римма каллех Элĕк Енри çыхăну узелĕн ĕçченĕ пулса тăрать.
Пурнăç çулĕ çынна ăçта кăна çитермест-ши; Римма Никифоровна перекет кассине
ĕçлеме куçать. Кунта кассирта вун тăхăр çул вăй хурать. Çĕр-шыв наградисене те
тивĕçет.
Ятлă-сумлă çын пенсире халĕ. Шел, йывăр чирлет вăл. Люся хĕрĕ, Сергей кĕрÿшĕ,
мăнукĕсем ăна пăхсах тăраççĕ.
З.ДИМИТРИЕВА,
ĕç ветеранĕ.