АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплăха туяççĕ, тулли кăмăлпа тăрăшаççĕ

16 сентября 2013 г.

Кĕрхи çанталăкăн кăмăлĕ хăвăртах ылмашăнать. Кăнтăрлаччен хĕвел пăхсан та
апат хыççăн çумăр пĕрĕхет. Апла пулин те ял çынни çут çанталăкăн кашни саманчĕпе
усă курса юлма тăрăшать. «Новый путь» хуçалăхăн механизаторĕсем пачах та ахаль
лармаççĕ.Станислав Филиппов акă çĕнĕ агрегатпа çĕре сухалать. Михаил Егоровпа
Сергей Волков ака ĕçне пурнăçлаççĕ.

Çумăр вăраха тăсăлни ака ĕçне вăхăтлăха чарса лартнă. Хуçалăх ертÿçи пĕлтернĕ
тăрăх, 453 гектар сухаласа хăвармалла.

– Çурхи тата кĕрхи тĕш-тырăсене вырса пĕтернĕ. Йĕтем çинче темиçе çынран
тăракан пĕчĕк ушкăн нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхне алласа типĕтет, –
ĕç-хĕлпе паллаштарать Иван Игнатьев ертÿçĕ.

Хуçалăхра агрономи специалисчĕ çукки чылай йывăрлăхсем кăларса тăратнă.
Çавăнпа агроном тивĕçне те ертÿçĕнех пурнăçлама тивет.

«Новый путь» хуçалăх темиçе çул выльăх-чĕрлĕхшĕн сĕткенлĕ те паха культурăна
– кукуруза лартса ÿстерет. Кăçал та ăна 200 гектар çине акнă. Çу каçа темиçе те
апатлантарнă, çум курăксенчен им-çам сапса лайăх пăхса тăнă. Мăн Шĕвĕш, Чăваш
Сурăм, Юлăш производство участокĕсенчи кукуруза лаптăкĕсене вырассине Валерий
Прокопьев экипажне çирĕплетнĕ.

– Çавăн пекех тепĕр яваплă ĕçсенчен пĕри вăл – нумай çул ÿсекен кукрăксене
иккĕмĕшпе виççĕмĕш хут утăлăх çуласси. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли утă
çителĕклĕ хатĕрлемелле. Çакăнта Григорий Филипповăн тÿпи пысăк. Ăна курăк çулма
çирĕплетнĕ. Тепĕр виçĕ техника преслама уйăрнă, – каласа парать И.Игнатьев.

«Новый путь» хуçалăхри кашни ĕçчен яваплăха туйса пурнăçласан çÿлерех асăннă
ĕçсене вăхăтра вĕçлессе шанать ертÿçĕ.

К.СОРМСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика