16 сентября 2013 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш Енри регион уйрăмĕн XX
конференцине хутшăннă.
Вăл пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти вунă çула
яхăн çĕр-шывшăн та, Чăваш Еншĕн те политикăри тĕп вăй пулнине палăртнă.
Республикăри пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе парти
проекчĕсем курăмлăн пурнăçланса пыраççĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти хăй каланă
сăмаха ялан тытать.
«Пирĕн пĕтĕмĕшле çитĕнÿсем, ырă ĕçсем çинчен халăха тăтăшах пĕлтермелле», –
тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Парти членĕсене пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленишĕн тав сăмахĕ каланă.
Конференцире юлашки вăхăтри ĕçсене тишкернĕ, тивĕçлĕ йышăнусем тунă.