АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чупма ÿркенмест

16 сентября 2013 г.

Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Эдуард Козлов ларма-тăма пĕлмен çын тесен те
юрать. Акă «Пурнăç çулĕпе» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл
атлетика ăмăртăвĕнче те ăна курма пулчĕ. Пуçлăх ял тăрăхĕн командипе пĕрле
старта тухма кăмăл тунине пĕлсен эстафетăна пухăннисенчен чылайăшĕ унран куç
вĕçертмерĕç. Эдуард Германович шухăш-тĕллеве улăштармарĕ, чупма черет çитсен
алла эстафета патакне тытрĕ. Старт парсанах ыттисемпе пĕрле малалла вирхĕнчĕ.
400 метрлă дистанцие, ывăннине пăхмасăр, ăнăçлă чупса тухрĕ. Эстафета патакне
вара командăри тепĕр çынна тыттарчĕ. Пуçлăх чупни ыттисене те хавхалану кÿчĕ.
Çавăнпах-ши Ураскилт ял тăрăхĕн команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Э.Козлов ăмăрту кунĕнче ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăчĕ.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика