АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшулăхпа палăрать

16 сентября 2013 г.

Нумаях пулмасть вуннăмĕш класра вĕренме пуçларăмăр. Çуллахи каникула
тантăшсем усăллă та интереслĕ ирттернĕ. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕн çирĕп
тĕрĕслевĕ витĕр кашниех тухнă. Экзаменсене пурте япăх мар тытнă, анчах та 17
ачаран 8-шĕ вĕренĕве Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта тăсма шутламан, тĕп хулана
пĕр-пĕр професси пĕлĕвĕ паракан вĕренÿ учрежденийĕсене кайнă.

Вуннăмĕш класра ăс пухакансемшĕн В.Арсентьева ырă тĕслĕх. Тантăшпа пĕрремĕш
класранпах пĕрле пĕлÿ илетпĕр. Венера вара халĕ те вĕренÿре чи малтисен йышĕнче.
Вăл пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене пĕтĕмпех пилĕк паллăпа тытрĕ. Математика,
вырăс, чăваш чĕлхисемпе, биологи предмечĕсемпе чи пысăк балсем пуçтарчĕ.

Çамрăк вăл е ку темăна ăнлантарнă чухне усă курнă пособипе тата кĕнекепе кăна
çырлахмасть. Пысăкрах, анлăрах информаци илессишĕн ытти хушма литературăна та
вулать, Интернетра çĕннине, кăсăклине тупать. Юлташĕсене те пулăшать. Ытлашши
сăмах вакламанни, шутласа калаçни Венерăн сăпайлăхне татах та ÿстерет. Лайăх
вĕренекенскер районта шкул ачисем хушшинче иртекен ăслăлăх конкурсĕсенче те
палăрать. 10-мĕш класс хĕрачи чупас енĕпе шкул командинче тăрать.

Евгений АЛЕКСАНДРОВ,

Чăваш Сурăм шкулĕ, 10-мĕш класс.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика