16 сентября 2013 г.
Чăваш Енре «Раççей, манăн юрату!» фильмпа ĕçленĕ. Пĕтĕм Раççейре «Культура»
телерадиокомпани чăваш халăхĕн пурнăçне, культурине, йăла-йĕркине халалланă
программăсен циклне ÿкернĕ. Телевизионщиксем шÿрпе, хуран кукли пĕçерес
вăрттăнлăхсемпе, чăваш тĕрри – эрешĕсемпе тата тумтир уйрăмлăхĕсемпе паллашнă.
«Раççей, манăн юрату!» документаллă публицистика проекчĕ Раççей Президенчĕн
Указĕпе пурнăçланать.