АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрне халалланă

18 сентября 2013 г.

Пирĕн хаçатпа туслă Никита Ларионовичпа Анфиса Петровна Ларионовсене иртнĕ
çул Чăваш Республикин Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа
чысларĕç. Тивĕçлĕ наградăна илнĕ хыççăн Анфиса Петровна нумай та пурăнаймарĕ,
куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Мăшăрне асăнса Никита Ларионович «Çĕнĕ Вăхăт»
издательствăра 50 экземплярпа «Анфиса, Анисса» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Ăна кулленхи ĕç-хĕле çырса пынинчен пĕр касăкне илнĕ. Варринчи тăватă страницăра
«Пурнăç тапхăрĕнчен» уйрăмпа тăхăр сăн ÿкерчĕк вырнаçтарнă. Сăвăсем те пур.
Çавăн пекех автор асăннă издательствăрах «Сĕрен кĕперĕ» ятпа калавсен пуххи
пичетлесе кăларнă. Халĕ вăл килти хуçалăхри ĕçсене пурнăçланă хушăрах, вăхăт
тупса, компьютер умне ларать, 1979 çулта пичетленсе тухнă «Олимп каçалăкĕ»
романа çĕнетсе тепĕр хут пичетлесе кăлармашкăн хатĕрленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика