18 сентября 2013 г.
Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси районти хуçалăхсемшĕн тĕп ĕç
пулса тăчĕ. Кăçал ку таранччен 800 гектара яхăн сухаласа çемçетнĕ.
Уйрăм хуçалăхсене илсен, «Правда» общество ытларах ĕçлени курăнать.
Ехремкасси тăрăхĕнчи уйсене 300 гектара яхăн ĕçе кĕртнĕ. «Рабия» Агрофирма»
обществăра та ахаль выртакан çĕрсене 130 гектар сухаланă. Ку енĕпе «Колос»
общество, «Авангард» хуçалăх механизаторĕсем те вăй хураççĕ.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен С.Волков ертсе пыраканни уйрăмах ырă тĕслĕх
кăтартать. Кивуй тăрăхĕнчи уйсене 120 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. «Журавлев»
хуçалăх уйĕсене 100 гектар, Тавăтри С.Егоров усă куракан çĕр лаптăкне 35 гектар
пысăклатнă.
Чылай хуçалăхсем çĕнетнĕ çĕрсен уйĕсене кĕр тыррисене акса хăварчĕç. Ку енĕпе
плана «Колос» общество, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕ,
Г.Петриков уйрăм предприниматель пурнăçларĕç.
С.ИВАНОВА.