18 сентября 2013 г.
Канмалли кунсенче спортпа туслисемпе сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансем
«Олимпийский» тĕп стадионта прессăн спорт фестивальне – «Советская Чувашия»
хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафетине пухăнчĕç.
Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Николаев космонавт летчика асăнса 75 хут иртнĕ
чупăва элĕксем те хутшăнчĕç. Пухăнисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев, ЧР Патшалăх
Канашĕн Председателĕ Ю.Попов, «Советская Чувашия» хаçатăн генеральнăй директорĕ
– тĕп редакторĕ В. Васильев тата ыттисем саламларĕç.
Ăмăрту VIP – чупуран пуçланчĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен
ĕçченĕсен ушкăнĕнче «Пурнăç çулĕпе» хаçатăн команди те чупрĕ. Элĕк шкулĕн
команди те эстафетăна хутшăнчĕ. Çавăн пекех Тавăтпа Йăлкăш шкулĕсенче
вĕренекенсем тата Элĕкри Антоновсен çемйи хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.
Элĕк районĕн администрацийĕн команди хăйсен ушкăнĕнче пьедесталăн чи çÿллĕ
картлашки çине хăпарчĕ. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.