АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейра – бизон мăйраки

18 сентября 2013 г.

Районти литературăпа краеведени халăх музейĕн çут çанталăк залне питех те
интереслĕ экспонат – бизон мăйраки килсе çитнĕ. Бизонсем пирĕн планета çинче 1,5
миллион çул каяллах пурăнни паллă. Вĕсем мăйракаллă чи шултра выльăхсем пулнă,
2-2,5 тонна таран туртнă. Пысăк йышлă кĕтÿсем Британи утравĕсенчен пуçласа
Камчаткăна çитичченех куçса çÿренĕ. Шăпах çав тапхăрта бизонсем Руç айлăмĕнче
тата Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăннă. Вăл вăхăтра çитĕннĕ бизона нимĕнле çăткăн чĕр
чун та тапăнса çĕнтерме пултарайман. 10,5-8 пин çул каярах Европăна Азире çак
улăпла чĕр чунсем майĕпен вилсе пыма пуçланă. Атăлпа ытти юхан шывсен
çыранĕсенче, Çĕпĕрпе Аляскăри шăнса пăрланнă çĕрсенче паян кунчченех бизонсен
пуç купташкисемпе мăйракисене тупаççĕ-ха.

Хальхи вăхăтра район центрĕнче Россельхозбанк кантурĕнчен инçех мар
пурăнмалли çурт тăваççĕ. Ак тĕлĕнтермĕш! Ĕçсем хĕрсе пынă май Евгений Антонов
строитель темĕнле муклашка асăрхать. Малтанах ку тĕлĕнтермĕш 20 пин çул каярахри
хир сыснин мăйраки пуль тесе шутлаççĕ. Экспоната Евгений Петровичăн Элĕк
шкулĕнчи 4 «в» класра вĕренекен хĕрачи краеведени музейне илсе пырса парать.

«Нимĕн те иккĕленмелле мар, ку вăл тури палеомит тапхăрĕнчи бизон мăйраки,
ытти чĕр чунсен ун чухнехи саманара çавăн пек мăйракасем пулман. Палеомит
тапхăрĕнче асăннă территорисенче мамонтсем, çăмлă хир сыснисем, хир лашисем тата
бизонсем пурăннă», – тесе шутлать Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ
Гурий Константинович Терентьев академик.

Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче авалхи чĕр чунсен юлашкийĕсем сахал
мар упранаççĕ: мамонтсен шăммисемпе мăйракисем тата шултра шăлĕсем, çăмлă хир
сыснин пуç купташкисем, кăнтăр слонĕн шăлĕсемпе шăммисем. Слон пуçĕн пĕр пайĕ те
пур. Сăмах май, экспонатсем хушшинче Выла юхан шывĕ тăрăхĕнче тупнă палеонтологи
тĕслĕхĕсене те курма пулать.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика