АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăста алă ĕç тупать

23 сентября 2013 г.

Ачаллă ял – пасар, ачасăрри – масар, каларăш Ехремкасси тăрăхĕнчи Качалава
кайсан аса килчĕ. Асфальт сарнă урампа утнă май пĕр çын та, шăпăрлан та куç
тĕлне пулмарĕ. Ытти ялсенче пĕчĕккисем велосипедпа ăмăртса ярăннине курма тÿр
килетчĕ пулсан, качалавсен урамĕсенче ача сасси те илтĕнместчĕ. Пĕр-икĕ ватă çеç
уйрăм çын лавккине апат-çимĕç туянма хăпарчĕç. Ял варринче вырнаçнă суту-илÿ
çурчĕ. «Надежда» лавкка унчченхи культура учрежденийĕн пĕр кĕтесĕнче вырăн
тупнă.

– Малтанхи çулсенче Ехремкассине кайма тиветчĕ, – пĕлтерчĕ пĕр кинеми.

Пĕчĕкех мар клубăн алăкне вара темиçе çул каялла хупнă. Юлашкинчен унти
ĕç-хĕле Александр Петров йĕркелесе пынă. Юрра-ташша ăста çамрăк ял çыннисене
валли тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Анчах та укçа-тенкĕпе тивĕçтерменрен культура
вучахĕн сăн-сăпачĕ тĕссĕрленсе пынă. Пурлăх базине те çĕнетме майсем тупăнман.
Çавăнпа çамрăк ĕçрен пăрахнă. Ун хыççăн вырăнти культурăна аталантарас
тĕллевлисем тупăнман. Клубăн чÿречисем халĕ вырăнăн-вырăнăн тухса ÿкнĕ.

Урамра тĕл пулнă тепĕр çын çапла каларĕ: «Ялта çамрăксем çук. Клуб мĕн тума
кирлĕ;» Ку сăмахсем мана шухăша ячĕç. Хĕрсемпе каччăсемшĕн çеç мар вĕт культура
учрежденийĕ, пĕтĕм ял çыннишĕн кирлĕ вăл.

Качалавсем каланă тăрăх, ал ĕçĕпе палăракансем те, пахчаçăсем те çук.
Геннадий Николаевич Петров çут çанталăк тусĕ пулнине пытармарĕç. Вăтам çулсенчи
арçын тахçантанпах йывăç-тĕм лартассипе тимлет иккен. Çырмари хунавсене вăлах
ÿстернĕ. Геннадий Петров килтехчĕ.

– Çут çанталăкпа кăсăкланнăран тăван тавралăх илемне сыхласа хăварас тĕллевпе
йывăç тĕммисене лартнă, – кĕскен пĕлтерчĕ вăл.

Калаçнă май, çак туртăм кил хуçи арçынне ашшĕнчен куçнине пĕлме май килчĕ.
Ача чухне лартнисенчен хăшĕ-пĕри хăрса хуçăлма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, вĕсем вырăнне
çамрăккисене валли вырăн тупăннă.

Хăйсем ял вĕçĕнчех пурăннăран çывăхри çырма хĕррипе тĕрлĕ хунав ÿстерессине
те хăй çине илнĕ. Çамрăк вăрман таçта çитех тăсăлать.

Ĕçлеме ÿркенменскер ял вĕçĕнчех ĕнесене валли пĕве те янтăланă, ун çывăхĕнче
те пĕчĕк вăрман ÿстернĕ. Çавăн пекех тепĕр лаптăк çинче хыр-чăрăш хунавĕсем
вырăн тупнă. Симĕс тумлă пикесене выльăх-чĕрлĕх кĕрсе хуçасран йĕри-тавра карта
тытса çавăрнă. Алина Николаевна мăшăрĕпе иккĕшĕ виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Женя,
Руслан, Инга – хăйсем пурнăç çулĕ çине тăнă ĕнтĕ. Ывăлĕсем иккĕшĕ те ашшĕ пекех
салтак аттине тăхăннă. Женя хĕсметре пулнă хыççăн унтах юлма шутланă. Çамрăк
Карелинче контракт мелĕпе службăра тăрать.

Петровсем кил-çурт, хуралтăна та çирĕп çавăрнă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика