23 сентября 2013 г.
Тăван ялăма Кармала çитнĕскер, хыçалти анатри урампа пыратăп. Сарă хĕвеллĕ
кун. Урам вĕçнерехре, ялан çăрăлса тăнăран, çула машинăсемпе кĕрсе тухма хĕрлĕ
кирпĕч сараççĕ. Ик-виçĕ çын. Пĕр-пĕрне пĕлекенскерсем алă парса калаçса илтĕмĕр.
Çак вăхăтрах Вăрман урамĕнчен çырмапа каçса шупка сарă халат тăхăннă, вăтам
пÿллĕ тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ хĕрарăм улăхать. Йыш патне çитерехпе куçне
йăлкăштарса хаваслăн кулчĕ вăл. Аллине «Пурнăç çулĕпе» хаçат тытнă. «Вăт,
сирĕнпе çакăнти хăш-пĕр статьяра каланă пирки сÿтсе явасшăн», – тет вăл. Кунта
çырни килĕшнĕ-мĕн ăна. Полина Сергеевна Тихонова пулчĕ ку.
Мана пуш уйăхĕнчи аса килчĕ. Элĕк энциклопедине статьясем хатĕрлессипе
тимлекенскер, эпĕ пĕрисем патĕнчен тухрăм та анаталла май пăрăнтăм. Çил-тăман
хыççăнхи урам юр кĕрчĕпе хывăннă. Мана хирĕç шăпах хам шкулта вĕрентнĕ ача, халь
тахçанах ÿссе çитнĕ çын хăпарать. «Сирĕн пата çитесшĕн», – терĕм ăна. «Анне
килтех. Эп юр хыртарма трактор тупма каятăп-ха», – терĕ.
Кивĕ пÿртĕнче те, кирпĕчрен капăрлатса хăпартнинче те сахал мар пулнă эпĕ.
Полина Сергеевна сĕтел умĕнче тăрмашать. Унăн çавра менелник. «Çула хыртарма
Вова кайрĕ-ха. Малтан килте, унтан Элĕкре кафере паллă тăвасшăн», – пĕлтерчĕ
вăл.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Арайкассинче çуралса ÿснĕ Полина. Штанашри вăтам шкула
вĕренсе пĕтернĕ. 1965 çулта Элĕкри раймагра сутуçăра ĕçлеме тытăннă. Çулсерен
хăйĕн квалификацине ÿстерсе пынă. 1989 çулта пĕрремĕш категориллĕ сутуçă пулса
тăрать. Сăнне райпон Хисеп хăмине кĕртнĕ. 1969 çултанпа мĕн пенсие тухичченех
Тенири магазинта ĕçленĕ.
Кăмăллă, тавар туянакансемпе вашават калаçакан чипер хĕр «Прогресс» колхозри
Мартын Тихоновпа пĕрлешет. Кунта çакна хушса калам. Вăрçăра пуç хунă Тихон
Митрофановичпа мăшăрĕн виçĕ ача çуралса ÿснĕ. Виççĕшĕ те – ăста купăсçăсем!
Эпĕ Мартын Тихонович çинчен ыйтатăп. Çĕмĕрлери шоферсен курсне вĕренсе
пĕтернĕскер 1957-1960 çулсенче хĕсметре пулнă. «Вĕсен чаçĕ ядерлă хĕç-пăшала
тĕрĕслесе пăхнă хыççăнхи зонăра тăнă. Киле пысăк укçапа таврăннă. Çарта ăçта
пулнине каламастпăр тесе алă пустарнă. Районти çар комиссариатĕнче учетра
тăрать. Ак, ĕнер кăна çар ĕç комиссариатĕнчен килсе ыйтса пĕлсе çырса кайрĕç, –
каласа пачĕ Полина Сергеевна. – Унпа пĕрле службăра пулнисем тахçанах вилсе
пĕтрĕç. Мартын ĕçмен, туртман. Çавăнпа ыттисенчен нумайрах пурăнчĕ». Çĕнĕ ĕмĕре
кĕрсен виççĕмĕш кунĕнче унăн пурнăçĕ татăлнă. «Малтанхи ача, ывăл, сусăр
çуралчĕ. Приюта патăмăр. Иккĕмĕш, Вова, ăс-хакăллă пулчĕ», – пĕлтерчĕ мана
Полина Сергеевна.
Владимир Мартынович çемьеллĕ, Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Ывăл та пур. Уншăн
епле хĕпĕртет мамаккăшĕ.
Н.ЛАРИОНОВ.