25 сентября 2013 г.
Чăваш Республикипе кÿршĕллĕ хулара – Воротынецра шашка вăййине юратакансен
ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чулхула облаçĕнчен 7 команда, Чăваш Енрен 5 ушкăн, çавăн
пекех Мари Эл республикинчен 1 команда хутшăннă.
Чăваш Ен командинче Элĕк шашчисчĕсем те пулнă. Кусем вĕсем: Анатолий Степанов
фермер, районти тĕп больница тухтăрĕ Алексей Иванов, райпора ĕçлекен Борис
Кириллов, Ехремкассинчи Виталий Ефимовпа Тури Вылари Иван Матвеев пенсионерсем.
Шел пулин те, ушкăнра хĕрсемпе хĕрарăмсем курăнман. Ăмăрту условийĕсемпе
килĕшÿллĕн шашка турнирне вĕсен те хутшăнмалла пулнă. Çак сăлтавпа пирĕн
ентешсем призлă вырăнсене йышăнайман, тăваттăмĕшпе çырлахнă.
Г.ГЕННАДЬЕВ.