АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу парассин пахалăхĕ ÿсĕ

25 сентября 2013 г.

Паянхи кун Чăваш Республикинче пурăнакансем патшалăх тата муниципалитет
пулăшăвĕпе нумай функциллĕ 25 центрти 81 чÿречепе усă кураççĕ. 2013 çул
пуçланнăранпа НФЦ бази çинче 139,7 пин электрон тĕсĕн пулăшăвне панă, вĕсенчен
49,8 пинĕ федераллă, 30,2 пинĕ республикăри,18,1 пинĕ муниципаллă. Консультаципе
16 пин ытла çынна тивĕçтернĕ.

Чылайăшĕ куçман пурлăха регистрацилемелли Росреестр пулăшăвĕпе усă курма
тăрăшать. Çулталăк пуçланнăранпа çакăн пек ыйтупа пулăшу центрне Чăваш Енри 4915
çын пынă. Раççей тата ют çĕршыв паспорчĕсене пама ыйтса çырнă 9316, социаллă
пулăшусемшĕн 6728 заявление йышăннă.

Çулталăк вĕçленнĕ тĕле центрта 26 уйрăмĕнче 116 чÿрече пулĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕнчен республикăри кашни районтах вулавăшсенче 120 «чÿрече» уçнă.
Ку таранччен вĕсенче 304 çынна тĕрлĕрен сĕнÿсем панă. Çулталăк вĕçĕнче ялти
вулавăшсенче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан 235 «чÿрече» ĕçлеме
тытăнĕ.

Элĕк районĕнчи вулавăшсенче 6 «чÿрече» пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика