30 сентября 2013 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илме право
пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн «Чăваш Республикин ĕç
ветеранĕ» удостоверенисене савăнăçлă лару-тăрура парассипе мероприятисем малалла
пыраççĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухнă хĕрарăмсем, ĕç стажĕ 40 çултан, арçынсем 45 çултан кая
мар ĕçленĕ пулсан, çак хисепе тивĕçеççĕ.
Ку таранччен пĕтĕмпе 434 çын «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят илнĕ, çав
шутран кăçал – 42 çын.
Г.ГРИГОРЬЕВА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.