АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару иртнĕ

02 октября 2013 г.

Правительство çуртĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ
представителĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна асăннă округăн полномочиллĕ
представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă.

Ятарлă программăна тата РФ Президенчĕн «РФ гражданĕсене йÿнĕ те хăтлă
хваттерпе тивĕçтерес мерăсем тата çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу пахалăхне
ÿстересси çинчен» Указне федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче епле пурнăçлани
çинчен каласа пама Михаил Бабич Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева шаннă. Михаил
Викторович унăн доклачĕпе тĕплĕн паллашни тата килĕшни çинчен пĕлтернĕ.

Вун-вун çул каяллах тунă çуртсене вăхăтра юсаман пирки вĕсем çулсерен
пахалăхне çухатса, япăхланса, нумайланса пынă. 2008-2012 çулсенче программăна
пурнăçласа регионсенче 5,5 пин çуртра пурăннă 94 пин те 700 çыннăн пурнăç
условийĕсене лайăхлатмашкăн 41,5 млрд тенкĕ тăкакланă. Фонд пĕлтернĕ тăрăх –
91800 çын (97 процент) хăтлă хваттерсене куçнă. Ĕç малалла пырать, çак хăтлăха
ыттисем те кĕтсе илеççех.

Иртнĕ çулсенче ку енĕпе чылай ĕç тунă пулсан та çынсене авари пулма
пултаракан çуртсенчен куçарасси паян та чи малта тăракан тĕллев шутланать.
Юхăннă тесе йышăннă нумай хваттерлĕ çуртсене 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен
йăлтах пĕтермелле, 4 çулта çынсен пурнăç условийĕсене тĕпрен лайăхлатмалла.

Ларура йывăрлăхсене çăмăллатмалли майсене те палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика