АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха сăнаççĕ, тĕпчевсем ирттереççĕ

02 октября 2013 г.

Тавăт шкулĕнче «Экоразведка» пĕрлешÿ темиçе çул ĕнтĕ ăнăçлă ĕçлесе пырать.
Тĕрлĕ сăнав ĕçĕсем ирттересси йăлара кунта. Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ çиччĕмĕш
класра пĕлÿ илет.– Çут çанталăкра тăтăшах пулатпăр. Чĕр чунсемпе
хурт-кăпшанкăсем тата вĕçен кайăксем пирки тĕрлĕ информаци пуçтаратпăр, – терĕç
ачасем.

Пĕрлешĕве Алевтина Марковна Алексеева ертсе пырать. Ку кăткăс ĕçре ăна
мăшăрĕ, асăннă шкулта биологипе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Василий
Иванович пысăк пулăшу кÿрет.

Ачасем «Экоразведка» пĕрлешĕве çÿресе нумай çĕннине пĕлме пултараççĕ. Çак
юхăм вĕренÿре те самай пулăшать. Çут çанталăкпа туслă пулни ăс-хакăла
пуянлатать. Шырав тата тĕпчев ĕçĕсем ирттересси ачасемшĕн чăн-чăн савăнăç тейĕн.
Тăрăшулăхпа тата активлăхпа палăраççĕ. Шыравçăсем хăйсен ялĕсене миçе курак
вĕçсе килнине, миçе йăва çавăрнине сăнаççĕ. Вĕренекенсем палăртнă тăрăх, Тавăт
тăрăхĕнче кураксен шучĕ чакни сисĕнет. Çивĕч ыйтусем хускатнипе пĕрлех
ыйтăвĕсене те çийĕнчех шыраса тупма тăрăшаççĕ.

Ку ĕçре вара библиотекăпа интернет пулăшуçă пулса тăраççĕ. Класс ертÿçисемпе
ытти вĕрентекенсем те тăрăшулăхпа палăраççĕ, «Экоразведкăна» пулăшу параççĕ. Акă
вĕрентекенсем йĕркеленипе кашни çулах «Кайăксене хĕлле апат çитерĕр» акципе шкул
ачисене явăçтараççĕ.

– Шкулта «Экоразведка» пĕрлешÿ йĕркелени çут çанталăка упраса хăварасси çине
питĕ пысăк витĕм кÿрет. Ачасем ытларах та ытларах тавралăха тирпей-илем кĕртес
тесе тăрăшаççĕ. Экологипе краеведени пĕрешĕвĕн членĕсем çут çанталăкăн тусĕсем
пулса тăчĕç, – пĕлтерчĕ Алевтина Марковна.

Çамрăк экологсем алă усса лармаççĕ. Кашни вĕренÿ çулĕнче ачасем çырмасенче
шыв юххи мĕнле чакса пынине тĕрĕслесе çырса хураççĕ, малтанхи çулхисемпе
танлаштараççĕ, тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ.

«Экоразведка» юхăм хăйĕн ĕçне планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Ачасене
юлашки вăхăтра тĕрлĕ ыйту кăсăклантарма пуçланине те палăртмалла. Кĕнекепе
интернет урлă пĕлни вăл пачах та урăхла япала пулнине çирĕплетрĕç çамрăк
экологсем. Вĕсене шыраса, тĕпчесе пĕлес ыйту канăç памасть-çке-ха. «Чăваш çыртса
пăхмасăр та ĕненмест», – теççĕ. Шыравçăсем те çавăн пекех. Вĕсем, тĕслĕхрен,
çулпа миçе автомашина иртсе кайнине те сăнаççĕ. Ун хыççăн сывлăш мĕн чухлĕ

вараланнине тĕпчесе тата шутласа пĕлеççĕ. «Экоразведкăн» кашни тапхăрĕнчех
активлăхпа тата хастарлăхпа палăраççĕ тавăтсем. Çуркунне юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех
экологи пĕрлешĕвĕн членĕсем тата шкул ачисем вĕренÿ учрежденийĕ йĕри-тавра тĕрлĕ
çÿп-çапа пуçтараççĕ. Йывăç-тĕм лартасси те йăлара. Çамрăк экологсем тăрăшнипе
халĕ Хураварпа Павлушкăнь ялĕсем хушшинче йывăçсем кашласа çеç лараççĕ.

– Паянхи куншăн шыв ыйтăвĕ те çивĕч. Ачасемпе пĕрле крансенчи шывсене те
тĕпчетпĕр, – терĕ опытлă вĕрентекен.

Алевтина Марковнăпа Василий Иванович ырă ĕç пурнăçлаççĕ. Çамрăксене çут
çанталăка упрама, юратма çеç мар, ыттисене те çак ĕçе явăçтарма вĕрентни тĕп
тĕллев пулса тăрать. Пархатарлă ĕç туни ачасене те, вĕрентекенсене те
хавхалантарать.

А.ЗИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика