АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕ пысăк

07 октября 2013 г.

Çын ĕçĕпе илемлĕ тесе ахальтен каламан ваттисем. Ÿркенмен, ĕç тĕлне пĕлекен
çынсем яланах тутă. Синер ялĕнче Лесная урамра пурăнакан Александровсене те
ĕçченнисен шутне кĕртмелле. Татьянăпа Николай илемлĕ те çÿллĕ пÿртре вунă çул
ытла пурăнаççĕ. Вĕсен çурчĕ аякранах курăнса ларать. Килĕнче вара тасалăхпа илем
хуçаланать. Шăпчăк ыйхиллĕ тесе калас килет Таян пирки. Ирпе-ирех тăрать те
кунĕпе пахчара тăрмашать. Ларса канма та пĕлмест çамрăк хĕрарăм. Уйрăмах çу
кунĕсенче Татьяна пахчаран татăлмасть: çумлать, шăварать, кăпкалатать.

– Ĕçлемесен никам та килсе çитермест. Хамăрăн тăрăшмалла, – тет вăл. Элĕк
салинче кун çути курăнскер шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх
академийĕнче пĕлÿ илнĕ. Янкурас каччипе пĕр çемье тĕвĕлесен Элĕкре пурăннă,
хыççăн ятран кил-çурт çавăрас тĕллев лартнă Александровсем.

Таса уйра икĕ хутлă кипĕч çурт çĕклеме вăй-хал çитернĕ çамрăк мăшăр. Унтанпа
тăватă çул иртнĕ ĕнтĕ. Таньăпа Коля кил хуçалăхĕнчи ытти хуралтăсене те çĕнĕрен
тунă. Ăнланулăхпа килĕшÿлĕхе тĕпе хурса пурăнаççĕ вĕсем.

– Арçын ĕç тĕлне пĕлсен пурăнма та çăмăл. Мăшăрăн аллисем чăнах та ылтăнран
тейĕн. Платник, сварщик ĕçĕсене аванах чухлать вăл. Акă кăçал урам алăкне
эрешлерĕ, – мăшăрĕпе мухтанчĕ Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕнче тăрăшакан
Т.Александрова. – Юратусăр та çемье çирĕп мар. Эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр,
хисеплетпĕр. Кирлĕ чухне каçаратпăр.

Александровсем темиçе çул каялла теплица ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланма пуçланă.
Февраль уйăхĕнчех ÿркенменскерсем вăрлăх акаççĕ, ÿссе çитнĕ калчасене теплицăна
куçараççĕ. Çуркунне помидор, баклажан, тутлă пăрăç, купăста тата чечек калчисене
сутма Элĕк тата Ишек пасарĕсене тухаççĕ. Ял çыннисем вĕсене хаваспах туянаççĕ.

Александровсен анкартийĕнче темĕн тĕрлĕ пахча çимĕç те ÿсет. Таня ывăнма
пĕлмесĕр кашни çул тĕрлĕ сортсем лартса сăнавсем тăвать. Лайăххисене суйласа
илсе тепĕр çул вăрлăх акать.

Тăрăшуллă та ĕçчен тесе калас килет ун пирки. Кил хушшинче мĕн тĕрлĕ чечек
ешермест-ши тата; Вĕсене ахаль çĕр çине те, ятарлă савăтсене те лартнă. Кĕркунне
те вĕсем хăйсен илемĕпе тыткăнлаççĕ. Чÿрече умĕнче те ботаника сачĕ тейĕн.
Илемлĕхе юратакан Т.Александрова пĕр самант та ахаль лармасть.

– Çак ĕçсене чун туртăмĕпе пурнăçлатăп. Манăн анне те, хуняма та хитрелĕхе
кăмăллаççĕ, – тет вăтăртан иртнĕ хĕрарăм.

Пĕр-пĕрне пулăшса пурăннине мĕн çиттĕр; Александровсем çакна аванах
ăнланаççĕ. Çемье ăшши ĕçре пулăшнине те палăртрĕ Таня.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика